Тул ҫутӑлас умӗн тухса утать...
Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Нурзида Рустямовна Сулейманова.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл Кӗçӗн Чăнлă ялӗн каччипе паллашать, ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрса яраççӗ. Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче тӗп никӗсре пурӑнма пуҫлаççӗ. Мӑшӑрӑн икӗ ывӑл, Даниспа Даниф, çемьене туллилентереççӗ. Пурнӑҫ йӗркеленсе кайсан кăна, ҫемье саланса каять. Нурзида вара ялта урӑх ҫурт туянать, ывӑлӗпе пӗрле унта пурăнма куҫать. Паллах, ҫамрӑк хӗрарӑма ҫӗнӗрен пурнăç йӗркелесе яма ҫӑмӑлах пулмасть. Ҫапах та пур йывӑрлӑхсене те çӗнтерме тӑрӑшать. Мӗнле ӗҫ пур — пурне те тума тăрăшать. Малтанласа сысна ферминче ӗҫлет. Вӑл хупӑнсан, пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсене пӑхать.
Госстрах агенчӗ пулса, Культура çуртӗнче, колхозра те ӗҫлет. Çаплах, çулталӑк хушшинче вӑл тӳрех виҫӗ ӗҫре те ӗҫлет. Телее, «Цильна» обществӑн ертӳçи Барис Гафуров Нурзидӑна тавар-сӗт фермине ӗҫлеме чӗнет. Ӑна пӗр ушкӑн пӑру илме сӗнет. Нурзида килӗшет. Ҫак ӗҫе вӑл 10 ҫул ытла пурнӑҫлать. Ҫак ҫулсенче вӑл 5 ушкӑнри тынасене пӑрулаттарса, сутарма хăнăхтарса, ытти дояркӑсене парать.
Доярка ӗҫӗ — тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тӑвакан ӗҫ. Нурзида та ирхинехи 4 сехетре фермӑна кайма тухать. Ирхи сӑвăм умӗн выльӑхсен айне тасатса, вӗсене сума хатӗрлет.
— Фермӑра пӗтӗм ӗҫе автоматизациленӗ. Иртнӗ ҫулсенчи пек эпир сӗте витресемпе е бидонсемпе йӑтмастпӑр. Апатне те «Делаваль» валеçет. Ӗҫ укҫи пирӗн питӗ лайӑх, вӑхӑтлӑ. Ертӳçӗмӗре Барис Аппаувича тав тунисӗр пуҫне урӑх сӑмах та ҫук, — тет малта пыракан доярка.
Паян Нурзидăн ывӑлӗ Даниф ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнать. Районти Сабантуй вӑхӑтӗнче тата пӗлтӗрхи декабрь уйӑхӗнче Даниф кӗске вӑхӑтлӑ отпуска килсе кайнăччӗ. Паллах, амӑшӗ пулнă май, Нурзида ывӑлӗшӗн питӗ пӑшӑрханать.
Нурзидӑна ҫитӗнӗвӗсемшӗн тӗрлӗ ҫулсенче Хисеп грамотисем, укҫалла премисем панӑ, вӑл темиҫе хутчен те парнесем илнӗ. Кӑҫал малта пыракан слетӑн хисеплӗ хӑни Нурзида Сулейманова пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев