Тухса калаçас ӑсталӑха вӗрентрӗç
Хусан хулинчен района культурăпа искусство университетӗнчен преподавательсем, артистсем килнӗччӗ Тăван чӗлхе – анне чӗлхи
Районти Культура çуртӗнче Çӗпрел çыннисене тутар чӗлхипе халӑх умне тухса илемлӗн калаҫас искусствăна вӗрентес енӗпе вӗренӳсем иртрӗç.
Мероприятие Хусанти патшалăх культура институчӗн преподавателӗсем Ильсияр Шигапова, Земфира Ибатова, Азат Зарипов, Альфис Галиуллин илсе пычӗç. Хӑнасене районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов саламласа, вӗренӳсен пӗлтерӗшне палӑртса иртрӗ.
Тутарстанра Тӑван чӗлхесем тата халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче халăх умӗнче тутар чӗлхипе тухса калаçас ӑсталӑха вӗрентес енӗпе курссем йӗркеленӗ. Ҫак уроксене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ырланипе, унăн çумӗнчи Тутар чӗлхине сыхласси тата аталантарас ыйтусен комиссийӗ, унăн ертӳçи Марат Ахматов пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.
Институтра вӗрентекенсем тухса калас искусствăна, шухăша халăх патне тӗрӗс çитерес, текст ҫырас йӗрке, уйрӑммӑнах докладсем, сасӑсен тӗрӗс янӑравӗ тата çын умӗнче хăвна ху мӗнле тытас, йывăрлăхсенчен хăтăлас вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, хăнăхусем те кăтартрӗç.
Мероприятийӗн иккӗмӗш пайӗнче мастер-классем иртрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев