«Цильна» общество районта пӗрремӗшӗсенчен пулса, пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухассине августӑн 6-мӗшӗ тӗлне вӗçлерӗ. Гектартан вӑтамран 30,1 тухӑҫ пухса (район шайӗнче чи пысӑк кӑтарту) вӗсем пӗтӗмӗшле калăпăшра 6131 тонна тырӑ çапса илчӗç. Паянхи кун обществӑра ҫӗр сухаласси тата кӗрхи культурӑсене акма хатӗрленесси малалла пырать
«АгроТрансПорт» обществăра вырса-пухмалли лаптӑкӑн 90 процентӗнче ӗç вӗҫленнӗ
«Тыр çи – 2021»
Паянхи кун обществăра Анатолий Хохлов, Ильмас Низамов ертсе пынипе «Тукано» комбайнсем 114 гектар лаптӑк йышӑнакан «Йолдыз» сортлӑ ҫурхи тулӑ хирӗнче тулă çапаҫҫӗ. Ҫурхи тулӑ культури хуҫалӑхра 1024 гектар лаптăк йышăнать, кӗрхи тулӑ вара 1000 гектар, урпа – 160 гектар, сӗлӗ культури 123 гектар çинче акăннă. Ҫурхи туллăн кашни гектарӗнчен тухнă тухăçӗ 25 центнера тӳрӗ килет.
– Кăçалхи çул пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçӗ иртнӗ çулпа танлаштарсан сахалтарах. Ҫӗре ӗçе кӗртес, акас, ӳсентӑрансене пӑхса ӳстернӗ тапхӑрта иртнӗ çулхи пекех мӗнпур агротехника требованийӗсене пурнăçласан та, кӑҫал ҫумӑр çуманни тухăçа начар витӗм кӳчӗ. Анчах, мӗнле пулсан та, тухăçа, мӗн чухлӗ вăл, сахал-и, пуçтарса илмелле. Типӗлле пуҫтарса илсе, кӗлетсене хунă тырă кăна санăн пулать вӗт, хирти санăн мар. Комбайнерсем пурте опытлă механизаторсем. Çурхи кунсенчен пуçласа сӗм кӗркуннеччен вăй хураççӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлеҫҫӗ, – тет обществăн агрономӗ Ильдар Усманов.
Механизаторсем Анатолий Хохлов, Ильмас Низамов çӗре сухалас, культивацилес, акас тата ӳсентӑрансене пӑхса ӳстерес, удобрени кӗртес тата ӳсентăрансемшӗн кирлӗ пулнă агротехника ӗҫӗсене пурнӑҫлас енӗпе вăй хураççӗ. Иккӗшӗ те районти комбайнерсен хушшинчи ӑмӑртура «Тукано» маркăллă комбайнсемпе малти вырăнсенче пыраҫҫӗ. Вырса çапнă тырра «КамАЗ» автомобильсемпе йӗтем çине турттарса, ют ҫӗршыври «Петкус» маркăллă, пӗр вăхăтрах тырра тасатас тата типӗтес ӗçсене пурнăçлакан агрегат урлӑ кăларса, кӗлетсене вырнаçтараççӗ. Обществӑри пӗтӗм ӗҫе те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн илсе пыраççӗ, тыррисене вырнă хирсенчен улӑмне пуҫтарса илеççӗ, унтан ҫӗре сухалаççӗ. Ильдар Усманов каланӑ тӑрӑх, обществӑра августăн 20-мӗшӗнчен кӗрхи акана пуçăнма та шутлаççӗ.
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августӑн 12-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тăрăх, 29159 гектар çинче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса-çапнă. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ вӑтамран 16,3 центнера тӳрӗ килет. Районӗпе тыр çи ӗҫӗсен 75 процента пурнӑҫланнӑ.
«Цильна» обществинче пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илесси туллин вӗҫленчӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен тухнă тухӑҫ вăтамран 30,1 центнера тӳрӗ килет. Районти хуҫалӑхсем хушшинче çакă чи пысӑк кӑтарту. «АгроТрансПорт» обществинче вара 1971 гектар çинче вырса-пухас ӗçсем пурнăçланнă, пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен вăтамран 25,3 центнер тухăç тухать. Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра 14671 гектар çинчи пӗрчӗллисен тухăçне вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ 13,6 центнера тӳрӗ килет. Хресчен-фермер хуçалăхӗсем хушшинче паянхи кун чи пысăк тухăç «Д.А.Гафуров» (кашни гектартан тухнă тухăç 18,2 центнера тӳрӗ килет) тата «А.А.Низамов» (16,9ц/га) хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче.
Обществӑсемпе агрофирма филиалӗсенче кӗрхи ака валли 5166 гектар çӗр хатӗрленӗ, 6472 гектар çинче çӗре ӗçе кӗртнӗ.
Хуҫалӑхсенче, çавăн пекех, выльӑхсемшӗн хӗллехи тапхăр валли апат хатӗрлемелли ӗçсем те малалла пыраççӗ. Паянхи кун районӗпе кашни пуç выльăх валли вăтамран 15,3 центнер апат единици хатӗрленӗ (выльӑхсене хӗл каҫарассишӗн кашни пуç выльăх валли вӑтамран 23 центнер апат единици пулмалла).
Нет комментариев