«Туган як», «Тăван ен» хаҫатсене, иккӗмӗш ҫур ҫуллăха, çырăнтарасси вӗçленме шутлă кунсем кăна юлса пыраççӗ.
Туссем, ӑҫта эсир?!
Пӗр пинрен ытла вулаканăмăрăн чунӗсем тăнăç. Вӗсем «Туган як», «Тăван ен» хаçатсене çырăнчӗç те 2020 ҫул вӗҫленичченех кăмăлласах район хаҫатне вулӗҫ. Эсир те, почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсене кайса, ҫырӑнма васкӑр. Çырăнтару вăхăчӗ июнӗн 27-мӗшӗччен кăна.
Хальхи вӑхӑтра, 2020 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче, район шайӗнчи хаçат, тутар тата чӑваш чӗлхисемпе, 2620 ҫурта килсе тăрать. Анчах иккӗмӗш ҫурҫуллăх валли çырăнасси йывăр пыни, халӗ те хаçат çырăнакансен шучӗ 2000е те çитменни пӑшăрхантарать. Паллах, кунта тӗрлӗ сӑлтав пур ӗнтӗ. Коронавирус чирӗпе чирлесрен хӑраса, нумайăшӗ тухса ҫӳремест, пӗр-пӗринпе хутшăнма та пăрахрăмăр вӗт халӗ. Апла пулсан та, «Тӑван ен» хаçатсăр ан юлăр ӗнтӗ. Районта пулнă лару-тӑрусене сире кам пӗлтерсе тăрӗ?!
Хаҫатăн çырăнтару хакӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 10-мӗшӗччен йышăннă льготăллă çырăнмалли декада вăхăтӗнче 649 тенкӗ те 74 пуса тӳрӗ килет. Кулленхи кунсенче вара – 738 тенкӗ. Кивӗ, Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗнче пурӑнакансем, ӗҫ коллективӗсем редакцие килсе 498 тенкӗпе ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Кун пек çырăннă вăхăтра хаҫата эрнекун редакцие килсе илме пулать.
Хаҫат çырăнма кӑмӑллӑ пултӑр тесе, редакци тӗрлӗ акцисем те йӗркелесе тăрать. Майӑн 18-мӗшӗнчен – майӑн 28-мӗшӗччен ҫырӑнса илекенсене асӑнмалӑх парнесем валеçрӗмӗр. Çак кунсенче «Подари подписку!» акци те пырать Акцие ырласа тата пӗрремӗшӗсенчен пулса, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районти пилӗк ватӑ ҫынна район хаҫатне çырăнса парнелерӗ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр директорӗ Роберт Низамов та нумай ачаллӑ 2-шер ҫемьене хаҫат çырăнса парнелерӗç. Пирӗнпе пулнӑшăн, район хаҫатне çырăнса илнӗшӗн, хыпарласа тăнăшăн тав тунине пӗлтеретпӗр! Июлӗн 1-мӗшӗнчен «ТĂВАН ЕН» хаçат килмесен, кăмăлăр пусарăнӗ. Ҫавӑнпа та çывăх кунсенче хаçата çырăнса юлма васкăр, хисеплӗ район çыннисем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев