Хыпарсем

«Туган як»: 90 çул: Ветерансем калаҫаҫҫӗ

Антонина Афанасьева, 1984-2007 ҫулсенче хаҫат редакторӗн дубляж енӗпе çумӗ:

– Района 1967 ҫулта ҫӗнӗрен йӗркелесен, «Туган як» («Ҫӗнӗ Ҫул») хаҫат тухма тытӑннă малтанхи кунсенчех, редакцие ӗҫлеме килтӗм. Кивӗ ҫурта тирпейлесе, тасатса, типографире ӗçлеме çынсем пухрăмăр.

Хаҫат тухма пуçланипе пӗр вăхăтрах редакци базинче районти радиоузел та ӗҫлеме пуҫларӗ. «Ҫӗпрел калаçать» текен йыхравпа, ирхинехи пилӗк сехетре пуçлатчӗ радио эфира тухассине. Хыпарсене малтан ҫырса хунине мар, тӳрех эфирта вулаттăмăр. Хыпарсенчен ытларахӑшӗ, паллах, ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫсем ҫинченччӗ. Тӳрӗ эфира ҫав ҫулсенчи район ертӳҫисем – Гали Ахметов, ял хуҫалӑх управленийӗн тата апат-ҫимӗҫ начальникӗ Равиль Низаметдинов килетчӗç. Вӗсен сӑмахӗсем ытларах критикăпа çыхăннăччӗ.

Районти радиопередача 30 минута яхӑн пыратчӗ. Ирхинехи мӗнле передачӑсене чарса тăрса, районтисемпе çыхăнтарнă – çакна калама пултараймастӑп. Хамăр малтан тутарла, унтан чӑваш чӗлхипе передачӑсем илсе пыни питӗ лайăх асра юлнă. Тутар чӗлхипе радиопередачӑсене тӗрлӗ ҫулсенче Амир Айнуллов, Равиль Багаутдинов, Гульсина Азизова ертсе пычӗç.

Пралук ҫыхӑнӑвӗ урлă пыракан радиоçыхăну ӗçлеме чарăннă хыҫҫӑн ҫак уйрӑм та хăйӗн ӗç-хӗлне чарса лартрӗ. Эпир хамăрăн ӗçе малалла тăсрăмăр. Пирӗн тӗп ӗҫ – хаҫат кӑларасси, радиопаредачăсем илсе пырасси ҫакӑн ҫумне хушма ӗç кăна пулчӗ. Пурнăçăм редакцире иртрӗ – 2007 ҫулччен, 40 ҫул çавăнта ӗçлерӗм.

Ыйту: Редакцин радио-передачăсен уйрӑмне нумай ҫул кам ертсе пынӑ?

 


Нет комментариев