«Туган як» – 90 çул
Ветерансем аса илни
Роза Юсупова, Кивӗ Çӗпрел ялӗ:
Манӑн атте, Аглиулла Гатауллович Гатауллин, «Коммунар» хаҫат редакторӗ пулса ӗҫлерӗ. 1935-1936 ҫулсемччӗ. Тӑватӑ-пилӗк ҫулта кăна пулсан та, аттен ӗҫ вырӑнне час-часах каяттăмччӗ. Тем пысăкăш, тăнкăртатса ӗçлекен машинасем пурччӗ. Тата краҫҫын, сӑрӑ шӑршине питӗ лайӑх астӑватӑп. Саспаллисем пуçтаракан аппасен, хатӗр полосасене çав темле сасă кăларакан машина çине хурса, хут çине пичетлекен пиччен ячӗсем, сăнӗсем асăмра юлман ӗнтӗ. Пурӗ те вӗсен чавси таран аллисем хуп-хура пулни çине тимлӗхӗм ӳкнӗ ахăр – аттен ӗçӗнчи аппасене, питех те, Хадича Атнагуллована çакăн пек аса илетӗп.
Атте вара манăн Кукмара районӗнчи Ядыгер ялӗнче ҫуралнӑ. Вăл Донбасс, Донецк облаҫӗнчи шахтăсенче ӗҫлет. Ҫавӑнта парти шкулӗнче пӗлӗвне те ӳстерет. Ҫак шкулта вӗреннӗ чухне вӑл аннепе, Мафтуха Каримовапа, паллашать. Тутарстана таврӑнсан, вӗсене Ҫӗпрел районне ӗҫе яраççӗ. Атте малтан Чукалти МТСра ӗçлет. Çавăн пек кирлӗ пулнă пулӗ ӗнтӗ, хаçат редакторӗнче икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ăна татах Ҫӗпрелӗн МТСне куҫараççӗ. МТС директорӗ те пулать. Вӑрҫӑ пуҫлансан, бронь панă пулсан та, атте хӑйӗн ирӗкӗпе фронта каять. 1944 ҫулхи июлӗн 25-мӗшӗнче, Белоруссире фашистсемпе ҫапӑҫу пынă вăхăтра вилет.
Ыйту: Ҫӗпрел районӗнче тухма пуҫланӑ «Коммунар» хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ кам пулнӑ?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев