Тӑшман ан кӗтӗрччӗ хуняма кин хушшине
Кин – хуняма
Хунямапа кин хушшинчи хутшăнусем ӗлӗк-ӗлӗкренех питӗ актуаллă тата чи сӳтсе явакан темăсенчен пӗри пулнӑ.
Эпӗ ӗнтӗ 40 ҫултанпа ӗнтӗ хуняма. Малтан Фаниль ятлӑ аслӑ ывӑлăм авланчӗ. Пулас мăшăрӗпе вӑл Ульяновск хулинче вӗреннӗ чухне паллашрӗ. Кинӗмӗр Мелекес районӗнчен. Паян вӗсен икӗ ача пур: ывӑлӗ Айрат Хусанта ӗҫлет, хӗрӗ Лейсан шкулта вӗренет.
Унтан иккӗмӗш ывăлăма Фаиле мăшăрлантартăмăр. Унӑн мӑшӑрӗ пирӗн районтан, Хураката ялӗнчен, икӗ ывăл ӳстереççӗ. Мӑнукăмăрсем Ильмирпа Ильяс шкулта вӗренеҫҫӗ.
Тавах Турра, кинсем Танзилипе Лейла питӗ лайăх пулчӗç. Хăтапа тăхлачча çакăн пек хӗрсем ӳстерсе панăшăн, пире хисепленӗшӗн, пулӑшса тăнăшăн тав тӑватӑп. Иккӗшӗ те «анне» тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ те «хӗрӗмсем» тесе, питӗ юратса кăна тăратăп. Урӑхла пулма та пултараймасть. Вӗсем вӗт ман ывӑлсене юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, кирлӗ пулсан, воспитани те параççӗ. Эпӗ те хăçан-тăр кин пулнă çын. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫак икӗ ҫывӑх ҫын нихăҫан та хирӗҫсе ан кайччӑр, кинпе хуняма хушшинчи ҫыхӑнусем лайӑх пулмалла.
Эпир хӗрарӑмсем. Çемьере вара тӗрлӗрен лару-тăру пулма пултарать. Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ хамӑн кинӗмсене ывӑлсем умӗнче яланах мухтаса кăна тăратăп. Ман ывӑлсен лӑпкӑ та телейлӗ ҫемье пулсан, ку пирӗншӗн те пысӑк телей çакă пулать ӗнтӗ!
Пурнӑҫ куҫ хупса иличчен иртет те каять. «Çамрӑк чухне мӗнле пулăн, ватлӑхра та çавна курӑн», тет халӑх. Хунямӑшӗпе кинӗ пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе пурӑнччăр. Çемьесем кӗрлесе тăччăр, мӗнпур ӗçсем йӗркеленсе пыччăр.
Лямига Шарафутдинова, Тутар Тӗкки ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев