Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӗрӗс пăхмасан, чирлет

Специалист канашӗ

Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн бронхопневмонине диагностикӑлама тата сиплев палӑртас тесен ветеринар патне каймалла. Çак чир пирки районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов ăнлантарать.

– Бронхопневмони – мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн сывлав системин анлӑ сарӑлнӑ чирӗсенчен пӗри. Чир иммунитет чакнӑ май пырать, бронхсемпе ӳпкесене сиенлетет, юн ҫаврӑнӑшӗ тата газ ылмашӑвӗ пӑсӑлать. 

Бронхопневмонийӗн хӑш-пӗр паллисем:

  •   сив чир;
  •  ӳслӗк (малтан продуктивлă пулман типӗ, каярах нӳрлӗ);
  •  ӳт-пӳ хастарлӑхӗ пӗчӗк пулсан та сывлӑш пӳлӗнни;
  •  сывланӑ чухне кӑкӑр шӑмми хусканӑвӗ  симметриллӗ пулманни;
  •    аппетит чакни;
  •   йывӑр форма пулнă чухне – куҫа курӑнакан лайлаллӑ сийсен цианозӗ.

Чирӗн хӑш-пӗр сӑлтавӗ:

Усрамалли условисем. Бронхопневмоние ытлашши ăшăнни, шăнтни, çил, пӳлӗмсенчи нӳрӗклӗх пысӑк тата сывлӑш ылмашӑвӗ начар пулни, сывлӑш микробсемпе, углекислый газпа, сероводородпа тулни кăларса тăратма пултараҫҫӗ.

Апат ҫителӗксӗр пулни. Чир апатра А, D витаминсем, каротин, тутлӑхлӑ япаласем, витаминсем, микроэлементсем ҫитменнипе килсе тухать.

Сиплевшӗн комплекслӑ условисене тӳрлетни, тӗрӗс апатланни, антибактери терапийӗ тата пулӑшу мерисене хăй çине илнӗ комплекслă меслет кирлӗ.

Хӑш-пӗр сиплев меслечӗсем:

Антибиотиксем. Бронхопневмони бактери инфекцине пула килсе тухнă пулсан, ветеринар тивӗҫлӗ антибиотиксем палăртӗ. Антибиотиксене дозировка тумалли тата мӗн чухлӗ вӑхӑт йышӑнмалли сӗнӳсене пӑхӑнмалла.

Шыҫҫа хирӗҫ препаратсем. Вӗсем бронхпа ӳпке шыҫҫине чакарма, сывлама ҫӑмӑллатма пулӑшаҫҫӗ.

Пулӑшу терапийӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе ӑшӑра тытасси, пӳлӗмре лайӑх вентиляципе тивӗҫтересси тата тӗрӗс апатланасси кӗрет.

Гидратаци. Шывсӑрланасран выльăхсене таса шывпа,  электролит ирӗлчӗкӗсемпе  тивӗçтермелле.

Изоляци. Чирлӗ выльăхсене инфекци сарӑласран сыввисенчен уйӑрмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев