Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тротуарсем ҫӗнелеҫҫӗ

Строительство

Кăçал Çӗпрел районӗнче çывхарса шутласан 1,5 ҫухрӑм çуран çулсене юсӗç.

Район центрӗнче тротуарсене юсас енӗпе масштаблă ӗҫ пуçланчӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме палӑртнӑ финанс тăкакӗсен шучӗпе тăваççӗ. 

Районти Ӗç тăвакан комитетăн Строительство ӗҫӗсем тата архитектура уйрăмӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, асӑннӑ программӑпа тротуарсене тӗпрен юсасси кӑҫал Кооперативная, Строительная, Газовая, Техническая, Восточная урамӗсенче пулӗ. Ӗҫсен подрядчикӗ — «Татавтодор» Пӑва филиалӗн «Ҫӗпрел» çул-йӗр организацийӗ.

Тротуарсем питӗ илемлӗ килсе тухаççӗ — малтан сарнă хӑйӑрлӑ-чуллă масса ҫине асфальт сараҫҫӗ, айккисене те тимӗртен хӳтӗлевсем вырнаçтараҫҫӗ. Çакна вара ҫуран ҫӳрекенсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессишӗн тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев