Тракторпа – 40 ҫул
Ял хӑйӗн чыслă ӗҫченӗсемпе мăнаçланать. Паянхи статья та çавӑн пеккисенчен пӗри – Джаудат Абдрахатович Аббазов ҫинчен.
Джаудат Аббазов Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ ачи. Вӑл тӑватӑ ҫулта чухне ҫӗршывра Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫи пуҫланать. Ашшӗне фронта илеççӗ, Смоленск хули патӗнчи ҫапӑҫура паттӑрла вилет. Амӑшӗ, ачисене ытамне илсе, ҫамрӑклах мăшăрӗсӗр тăрса юлать.
– Анне ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫлерӗ. Аттен амăшӗ вăрçă çулӗсенче, курӑк шӳрписем пӗҫерсе, пире, ачасене выҫлӑхран сыхласа хӑварчӗ, тесе каласа паратчӗ пирӗн анне, – тет Джаудат Аббазов ҫав ҫулсене аса илсе.
7 класс пӗтерсен колхоза ӗҫе килет Джаудат. Малтан тракторист çумӗнче плугарь пулса ӗҫлет. Ҫарти служба хыҫҫӑн тракторист профессине алла илет. Телейне Ташкент хулинче те сăнаса пăхать. Анчах тӑван ене тунсӑхлани вӑйлӑрах пулать. Аслă Чăнлăна çаврăнса килет. Тăрăшуллă каччӑна колхоза ҫӗнӗ килнӗ трактора шанса параççӗ. Ҫак тракторпа вӑл пӗр тăтăш 19 ҫул ӗçлет: акать те, сухалать те, кӗркунне выльӑхсем валли жом та, вӑрман та, кирпӗч те, улӑм та турттарать. Колхоза ҫӗнӗ трактор килсен те ӑна татах Джаудата параççӗ. Ҫапла вара тракторист пулса ӗç çулӗ унăн 40 ҫула тулать. Тăрăшуллă, чыслă ӗçне те тӗрлӗ ҫулсенче Хисеп грамотисемпе, укҫан премисемпе, парнесемпе хаклаççӗ. Ӗҫ ветеранӗ ята та тивӗҫлӗ пулать вăл.
Мӑшӑрӗпе Файма аппапа вӗсем 60 ҫул пӗрле пурăнаççӗ. Иртнӗ çул мăшăрӗ, шел пулин те, пурнăçран уйрăлса каять.
– Шăпамăр çапла пулчӗ пуль, ачасем пулмарӗç. Тетен Джамилӗн ывăлӗ Данис, хӗрӗ Нафис килсех, тăраççӗ, тав тăватăп вӗсене. Кӳршӗм Венерăна та тав тăватăп, тутлӑ апатсем пӗçерсе кӗртет. Ҫулла вара иккӗмӗш кӳршӗм Рауза Хамидуллина хӗрӗсемпе килсе, ялта тăрса каять. Файма кăна манран малтан уйрăлса кайрӗ, пӗрле савăнса кăна пурăнмаллаччӗ, – тет Джаудат.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев