Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тракторист Гульсум аппа

Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Гульсум Нурулловна Хаярова хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.

Гульсум аппа 1926 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл 15 ҫулта пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче трактористсемпе комбайнерсен 79 проценчӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Аслă Чăнлă ялӗнчен 18 хӗр Кивӗ Шемӗршел ялӗнче трактористсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, тракторпа ҫӳреме ирӗк илнӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче колхоз уй-хирӗнче тырӑ акнӑ, вырнӑ тата çапнă. Вӗсен хушшинче Гульсум Нурулловна та пулнӑ.

«Эпир вӑхӑтпа хисеплешмен, кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗҫлеме тӳр килнӗ чухне те пуç усмарăмăр, тӳсрӗмӗр, тӑрӑшрăмăр», – тесе аса илет Гульсум аппа.

Вӗсен ҫемйинче тӑхӑр ача ӳснӗ. Паянхи куна тӑвансенчен икӗ йӑмӑк ҫеҫ сывă.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Гульсум аппа, 1947 ҫулта, Салихзян Шарипзянович Хаярова качча тухнӑ, 6 ача пӑхса ӳстернӗ. Салихзян пичче хӑй те, унӑн ашшӗ те вӑрҫа тухса кайнă. Унӑн ашшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ, Салихзян пичче вара вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ. Ветеран çут тӗнчерен уйрăлса кайни те нумай пулать ӗнтӗ.

Гульсум аппа йывăр хуйхă тӳссе ирттернӗ, пӗр ывӑлне пытарнă. Паян вӑл хӑйӗн килӗнче пӗччен пурӑнать. Аслӑ ывӑлӗ Иршат ҫемйипе юнашар урамра кӑна пурӑнать. Мӑшӑрӗпе амӑшне яланах пулӑшса тӑраҫҫӗ, унӑн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен куллен пӗлтереҫҫӗ.

Ытти ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ пулин те, Гульсум аппа патне вӗсем час-часах килсе тăраççӗ, ăна пӗчченлӗхе туйма памаççӗ.  95 ҫулхи юбилейӗ тӗлне вӗсем пурте килсе ҫитнӗччӗ.

Ӑна ҫак пӗлтерӗшлӗ датӑпа саламлама районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильгам Бикчуров тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов килчӗҫ. Юбиляра Раҫҫей Президенчӗн саламне тата район пуҫлӑхӗнчен парнесем пачӗҫ, ырă сунăмсем сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев