Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тӳрӗ сăмахлă, ялшăн тăрăшакан

Ветеран

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Абдулхарис Абдулхакович Алимовшӑн икӗ хут савӑнӑҫлӑ. Ватӑ ҫынсен кунӗнче вӑл хăйӗн çуралнă кунне те паллӑ тӑвать. 

Абдулхарис Алимов хӑйӗн тӑван енӗшӗн, унӑн шӑпишӗн тăрăшса, пăшăрханса пурăнакан ҫынсенчен пӗри. Ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӗпрел тăрăхӗнче яваплӑ вырӑнсенче ӗҫлет, хӑйӗн ӗҫне яланах чыслӑн пурнӑҫлать.

Тӗрӗслӗхшӗн, чӑнлӑхшӑн кӗрешет. Абдулхарис Абдулхаковичăн районăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тата района ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас ӗҫе хӑйӗнчен пысăк пай кӗртни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа вăл «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медальпе те парнеленчӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, ялăн аслă çулсенчи çыннин Хисеп грамотисем, тăрăшса ӗçленӗшӗн панă наградӑсем те нумай. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вăхăтра ӑна Хӗрлӗ Ялавлӑ Туркменистанăн Хисеп Кӗнекине те кӗртеççӗ. Вӑл тата запасри офицер. Тутарстанăн хисеплӗ ӗç ветеранӗ, Тутарстанри Мусульмансен Тӗн управленийӗнчен панă медаль хуçи тата ытти те. 

Ӗç ҫулӗсем ҫинчен каласа панӑ май, Абдулхарис Абдулхакович пӗр пулăм уйрӑмах асра юлнине палӑртать. Ку вăл 1964 ҫулхи январь уйӑхӗнче пулса иртет. Шалти ӗçсен уйрăмӗнче ӗçленӗ чухне преступнике тытас енӗпе операцие малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех Абдулхарис Алимов ертсе пырать, вăл пысӑк наградӑна тивӗçлӗ пулать.

Аслă çулсенче пулсан та, ветеран тăван енӗшӗн çунса-тăрăшса пурӑнать. Унăн пуҫарăвӗпе, тăрăшуллăхӗпе Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи ҫӑлкуҫ ҫӗнелчӗ. Ҫак ҫӑлкуҫ аслашшӗ, ашшӗ çинчен асăнмалăх палӑк пулса тӑрать. Ку вырӑн район ҫыннисемшӗн сиплӗ шыв илмелли тата вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли лаптăка çаврăнчӗ. Ҫӑлкуҫ тавра ачасем выляҫҫӗ, ҫамрӑк хырсем ӳсеҫҫӗ. 

Кӗпер, ҫулсем тӑвассипе, ҫӳп-ҫапа тасатассипе ҫыхӑннӑ халӑха хумхантаракан, пӗтӗмлетсе каласан, Абдулхарис Алимов кашни проблемăна ертӳçӗсене явăçтарса, вӗсене татса памалли ҫул-йӗрсене шыраса çӳрекенсенчен пӗри пулса тăрать. Унсӑр пуҫне мечӗт, ислам тӗнне аталантарас тӗлӗшпе те унăн ӗçӗ пайтах. Вӑл «Туган як» («Тăван ен») хаҫатӑн активисчӗ те. 

«Тӗрӗсмарлӑха юратмастăп. Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех тӗрӗслӗх, чӑнлӑх майлӑ пултăм тата çапла пулса юлатӑп та», — тет Абдулхарис Абдулхакович.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев