Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Тонировка» хӗвелтен сыхлатье штраф патне илсе пырать

Автомобиле законсӑр тонировка туни (кантӑксене тивӗçлинчен ытлашши тонировкăлани) — ҫул-йӗр правилисене пӑснă фактсенчен чи нумай сарăлни.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен паянхи кунччен районти автоинспекторсем автомобиль чӳречисене кирлӗ пек тонировкӑламаншӑн 36 водителе яваплӑх палăртнă. Çавсенчен иккӗшне çак сӑлтавпа тата тепӗр хут тытса чарнӑ. 

Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи Патшалăх инспекцийӗн начальникӗ Анатолий Михайлов:

— Тонировкăланă автомобиль кантӑкӗ çул çинче хӑрушлӑх кăларса тăратма пултарать. Ҫакӑ водитель реакцине вӑрахлатать, уйрӑмах талăкăн тӗттӗм вӑхӑтӗнче. 

Правило тăрăх, транспорт хатӗрӗн малти тата айккинчи чӳречесенчен çутă кӗресси 70 процентран кая мар пулмалла. Çак норматива пăхăнмасан, транспорт хатӗрӗпе усă курма чараççӗ.

Палăртнă правилăна пăсакан водителе 500 тенкӗ чухлӗ штраф параççӗ. Законпа çирӗплетнӗ çак правилăна пăснă водителе ГИБДД ӗçченӗ çак наказани çинчен асăрхаттарса, кантăка нормативпа килӗшӳллӗн 10 талӑк хушшинче пленкăран тасатма хушать. Предписание пурнӑҫламасан, 2 000 тенкӗрен пуҫласа 4 000 тенкӗ штраф пама; 15 талӑка хупса лартма; 40 сехетрен пуҫласа 120 сехетчен ирӗксӗрлеттерсе ӗҫлеттерес ӗçе явăçтарма пултараççӗ.

Тонировкăланă кантӑклӑ транспорт хатӗрӗсене çӳретессипе ҫыхӑннӑ закона пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе районта яланах ӗç илсе пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев