«Точка роста» центрӗсем уҫӑлчӗç
«Точка роста» центрӗсем «Вӗрентӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федерацин проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче çутçанталăкпа наука тата технологи çул-йӗрӗпе вӗрентӳ центрӗсем – «Точка роста» Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре, Алешкин-Саплăк тата Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗсенче уçăлчӗç. Центрсене уҫасси савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ, унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.
«Точка роста» центрӗсене «Вӗрентӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федерацин проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеççӗ.
Педагогсем палăртнă тăрăх, «Точка роста» центрӗсем ачасен пӗлӳ илессин майӗсене, креативлӑ шухӑшлавне аталантарать, вӗсен ҫутҫанталӑкпа наука пӗлӗвӗсене йӗркелет, вӗренӳ материалӗсене практика тӗлӗшӗнчен майлаштарма пулӑшать. Уроксем хыççăн тата уроксенче профиль предмечӗсене тӗплӗн вӗренни, ҫавӑн пекех, «Точка роста» центрӗсенче хушма вӗренӳ шайӗнче ачасене професси суйласа илме тата экзаменсене хатӗрленме пулӑшать.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫавӑн пекех, ертӳҫӗсем ку чухнехилле оборудованиленӗ хими, физика тата биологи кабинечӗсемпе паллашрӗҫ, ачасен кӑмӑл-туйӑмӗпе интересленчӗç, пулас профессийӗсем ҫинчен калаçрӗç.
– Пирӗн вӗренекенсем – пирӗн пуласлăх. Кашни ачан хӑйӗн ăсталăхӗпе пултарулӑхне аталантарма, творчествăпа интересленме майӗсем пулмалла. Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ ҫак ӗҫсем çакна шута илеççӗ, вăя кӗртнӗ хальхи центрсем пур енӗпе те тарӑн пӗлӳ илме пулăшу парӗç. Сирӗнтен лайӑх вӗренни ҫеҫ кирлӗ, – тесе хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗнче палӑртрӗ муниципалитет пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Справка
Тутарстанра 2019-2022 ҫулсенче «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе 370 «Точка роста» йӗркеленӗ, вӗсенчен 139шне – цифра тата гуманитари профилӗпе, 231шне – наука тата технологи ҫул-йӗрӗсемпе. Кӑҫал Тутарстанра 117 «Точка роста» уҫӑлнӑ.
Ҫӗпрел районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 9 учрежденире «Точка роста» центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов каланӑ тӑрӑх, шкулсенче центрсем йӗркелемелли проекта пурнӑҫлассине малалла тӑсӗҫ.
Наци проекчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хушăвӗпе 2019 ҫултан пуҫласа пурнăçланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев