Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Тӑхӑрвуннăра та тав-çăрулăхӗпе ăмсантарать

Хузиевсем пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑнсан, мӗнпурӗ 80ран ытла ҫын пухăнать

Çавăн чухлӗ çынна пӗр никӗсре пуçтарса тăракан Нурлезиган Хузиева çак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне палӑртса иртрӗ.

– Хамӑр атте-анне, асанне-асатте пулсан та, «анне» тесе килме вырăнăмăр пурришӗн Турра тав тӑватпӑр. Анне пулнă чухне тӗнчемӗр анлă, тăвансем пӗрле, – теҫҫӗ Нурлезиган аппан ачисем.

Тепӗр тесен, ӑна асанне тесе калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть. Вичкӗн,  ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тӗлӗнтерет. Йывӑрлӑхсене вара çамрăклах нумай курма тӳрӗ килет ăна.

Ашшӗпе пиччӗшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ. Мӗн пӗчӗкрен амăшне пулăшса тăнăран, мӗнпур ӗҫе тума та çамрăкла вӗренет вăл. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та, Кивӗ Сатуркка ял каччипе, хаяр вăрçăра хутшăннă Касим Хузиева качча тухать. Ялта, 10 ҫула яхӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӗле кӗнӗ чухне çурчӗ çунса каять. Кивӗ Чукалри ашшӗ хăйсем патне пурăнма йышăнать вӗсене. Ҫемьере пӗр-пӗрин хыççăн 10 ача ҫуралаççӗ. Анчах та, икӗ ачи унăн çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 20 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ.

Нурлезиган аппана пӗлекенсем, вăл хастар пулни çинчен те калаççӗ. Хӗвелпе пӗрле тăрса, чӗкӗнтӗр хирӗнче чи малтан ӗçӗсене пӗтерсе таврăнакан пулнă вăл. Ҫемьере те ачасен кашнинех ӗçӗ пулнă: пӗри шыв йăтать, тепри вутă илсе кӗрет, хăшӗ-тӗр выльăхсене пăхать.

–  Нумай ачаллă çемье пулсан та, эпир нихăçан та сапланă нуски-чăлхапа çӳремерӗмӗр. Анне пире яланах таса та тирпейлӗ ҫӳретрӗ. Ытлашши лайăх япаламăрсем те çукччӗ, анчах начаррипе те çӳремерӗмӗр, – теҫҫӗ юбилярăн ачисем.

Паянхи кун  Нурлезиган аппа Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнать. Кунта куҫса килнӗренпе 10 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ.Сакӑр ачи те сывă, 19 мӑнук, 28 кӗçӗн мӑнукӗн асламăшӗ-кукамăшӗ.

Ӗҫ ветеранне саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ  Данис Сатдинов тата Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуçлăхӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Юбиляра Раҫҫей Президенчӗн саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗн парнине, чечек ҫыххисем пачӗç, телейлӗ ватлăх сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев