Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тирпейлӗ пулни хамӑршӑн

Экоçӳркунне акци

«Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче
Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса.
Силпи чӑваш ялӗнче
Юр ирӗлчӗ васкаса»...
Константин Иванов.

Ҫапла шӑрҫаланӑ чăваш классикĕ ҫак сӑвӑ йĕркисене, çуркунне хаваслăн килнине сăнланă. Чим-ха, кӑҫал сӑвӑ йӗркисем тӳрре тухмарӗҫ, март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех хӗвел пӑхнипе юр та хӑвӑрт хушӑра ирӗлсе пӗтрӗ. Ара, иртнӗ хӗлле сахал юр ҫунипе ҫеҫ ҫырлахрӑмӑр. Тавралӑх вара хӗлӗпе пӑрахса хӑварнӑ кирлӗ марпа куҫа тӑрӑнать.

Ҫулсерен Тутарстанра йăлана кĕнĕ санитарипе экологин икӗ уйăхлăхĕ пуçланать. #Экоҫуркунне акци пуҫлансанах, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пуҫланать ял-хулара. Таврари ҫуп-ҫапӑ, хыт-хурана пуҫтарса тирпейлес пулать, йывăç-тĕм лартса тухмалла. Ҫӗр-Аннемӗр тасалӑха юратать. Вӗҫен кайӑксем те тӑван тӑрӑха вӗҫсе килеҫҫӗ, хитре юррипе тыткӑнлаҫҫӗ.

Экологилле воспитание кашниех туйса илмелле. Аслисен ачасене пакетсене кирлӗ ҫӗре ҫеҫ пӑрахма вӗрентмелле, ӳссен те ҫавӑн пекех ырă йăла тăсăлтăрччĕ. Пластик савӑтсем, пакет сарӑлса выртни пурӑнакан яла илем кӳрӗ-ши? Паллах, кӑмӑла пӑсать. Тирпейсӗрлӗхе никам та килсе туса памас, тасатса та хăварас ҫук, хамӑрах экологи субботникӗсене тухсах пуҫтаратпӑр, тасататпӑр, тирпейлетпĕр. «Пуçтарăр, сирĕн ĕçĕр çав», теекенсене çапла калас килет, «Ҫутҫанталӑк илемлӗ пултăр тесен унта кашниех пай кӗртмелле». «Пӗр ҫын сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать» тесе ахальтен каламан. Пурте кар тӑрса ӗҫлесе тӑван тӑрӑхăн тасалӑхӗшӗн тӑрӑшар.

Ҫак кунсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене халалланӑ обелисксен, учрежденисен таврашне ĕç коллективĕсем, шкулта вĕренекенсем кӗрхи ҫулҫӑсенчен кӗреплесе тасатрӗҫ, ҫул хӗррисенчи ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса тухрӗҫ (ӳкерчӗксенче).

Антон Чеховӑн «Тасатнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте тирпейлĕ», тенӗ сӑмахсене пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗрисем ҫакна ӑнлансах каймаççӗ, ҫӳп-ҫапа та кирлĕ мар вырӑна салатаҫҫĕ. Тирпейлӗ те хӑтлӑхлӑ пултӑрччӗ пурăнакан вырӑн. Ҫуп-ҫапа та кашни эрнере ятарлӑ машина килсе, кил умӗсенченех илсе каять. Кӗленче савӑта, картун хутсене те кантура леҫсе укҫа ӗҫлесе илме те май пур. Килен-каяканшăн та тирпей-илем пулни, тӗслӗх вырӑнӗнче пултӑр. Пурӑнакан вырăнти ялти урамсем те таса пулни савӑнтарса тӑтӑр. Тирпей-илем тӑвасси — кашнин тивӗҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев