Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тирпей-илем, хӑтлӑх – пӗтӗмпех хамӑршӑн

Ҫулсеренех юр илсе пӗтсенех Тутарстанри ял хутлӑхӗсенче тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ, экологи икӗ уйăхлӑхе пынӑ вӑхӑтра учрежденисен ӗҫ коллективӗсем йĕри-тавралӑхра тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнӑҫлаҫҫĕ.

Масар ҫинче  каснӑ йывӑҫ турачĕсне пуҫтарасси, йывӑҫ-тӗм лартасси те, типӗ ҫулҫӑна кӗреплесе пуҫтарасси те, садри панулми йывӑҫҫисене шуратасси те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене халалланӑ обелиск ҫумӗнчи территорисене те тирпей кӗртессипе пӗрлех сӑрӑсемпе сӑрласа хитрелетесси те тата ытти нумай ӗҫ пурнӑҫланать экологи икĕ уйӑхлӑхĕнче. Пӗрле, кар тӑрса пурнӑҫланӑ ӗҫ ӳсӗмлӗ те курамлӑ. «Пӗрлӗхре – вӑй», тесе ахальтен каламаҫҫӗ.

  Яланах ял урамӗсемпе таралӑх хитрелӗхӗпе хӑнасене тӗлӗнтертӗр, ҫулла пахчасем тӗрлӗ йышши чечексемпе тавралӑха илем кӳрсе ларччăр тесе ӗмӗтленетпӗр. Хамӑр пурӑнакан, иртсе ҫӳрекен вырӑнсене тирпейлесси – кашнин тивӗҫӗ. Ачасене те экологи енĕпе тирпейлĕхе вĕрентни вырӑнлӑ, хут татӑкĕсемпе пластик савӑтсене ывӑтни те тимсĕрлетет.

 – Ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ коллективӗсене, ял хастарӗсене тӑрӑшуллӑхшӑн, хастарлăхӗсемшӗн тав сӑмахӗ калас килет. Ял илемлӗ те тирпейлĕ пулни хамӑршӑн, – тет Упи ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин.

Вырӑс ҫыравҫин А.П. Чеховӑн «Тасатнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте тирпейлĕ» тенӗ сӑмахсене пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ, тесе шутлатӑп. Анчах хӑш-пӗр ҫынсем апла шутласах каймаҫҫĕ, ҫӳп-ҫапа та кирлĕ мар вырӑна салатаҫҫĕ. Тирпейлӗ те хӑтлӑхлӑ пултӑрччӗ пурăнакан вырӑн. Ҫуп-ҫапа та кашни эрнере ятарлӑ машина килсе кил умӗсенченех илсе каяҫҫӗ. Тасалӑхра пурӑнасчĕ те...

 Ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫ те кал-кал пырать. Акӑ иртнĕ шӑматкун та ял хастарĕсем Çĕнĕ Упири ҫӑва ҫине пухӑнса чӑрӑш, хыр, ҫемҫе чӑрӑш (лиственница) хунавĕсене ларта тухрĕҫ, тымарланса кайччӑр тесе шӑварчĕҫ. 

  «Пӗр ҫын сурать – типсе пырать, халӑх сурать – кӳлӗ пулать», тесе ахальтен каламан. Пурте кар тӑрса ӗҫлени куҫ умĕнче. Тирпей-илем, хӑтлӑх – пӗтӗмпех хамӑршӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев