Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Типӗ тытни сиен ан кӳтӗр

Типĕ вăхăтĕнче мĕнлерех апатланмалла? Хамăр сывлăха сиен кӳрес мар тесен мӗн асра тытмалла?

Ку питĕ кирлĕ те лайăх ыйту. Мĕншĕн тесен Аслă типĕ организмшăн чи йывăр та кăткăс тапхăра – хĕллерен çуркуннене куçнă вăхăта лекет. Ку тапхăрта организмра та нумай улшăну пулса иртет, витаминсем çитменни те самаях палăрма тытăнать. Çавăнпа та типĕ тытни организма сиен ан кӳтĕр, сывлăха çирĕплетме кăна пулăштăр тесен типĕ апата питĕ пĕлсе, суйласа çимелле. Кулленхи рациона тĕплĕн пăхса тухмалла.

Типĕ тытнин усси те, çав вăхăтрах хăйне евĕр çитменлĕхсем те пур. Медицинăн сывлăхшăн усăллă апатланмалли майсене тĕпчекенсем типĕ тытнин лайăх енĕсене те, çав вăхăтрах çитменлĕхĕсене те, япăх енĕсене те палăртаççĕ. Типĕ эрнисенче аш-какай, сĕт-çу, тăпăрчă, çăмарта, пулă йышши апатсене çиме юраманнипе ӳсентăран çимĕçĕпе кăна пурăнаççĕ. Çавна май этем организмĕ çăмăллăнах йышăнакан тимĕрпе цинк, В-12 витамина кирлĕ чухлĕ илеймест. Çакна пула организмра юн сахал пулни, е анеми аталанма пултарать. Тата гиповитаминоз пуçланас хăрушлăх та пур. Çавăн пекех Д витамин çитменни те пулать, ăна эпир шăпах çуллă пулăран илетпĕр. Д витамин çитменнине пула вара организм кальцие кирлĕ пек йышăнаймасть, çакă шăмăсем хавшасси патне илсе çитерет. Типĕ вăхăтĕнче сĕт-çу та çиме юраманран çак процесс тата шала каять: организм кальци çитменнине туйма пуçлать.

Тепĕр çитменлĕх – çак тапхăрта рационран белоклă апатсем кăларса пăрахнăран, вăй илме май паракан çăлкуçсене çухатать. Çавна май çуркуннехи пусăрăнчăк кăмăл, иммунитет хавшани палăрать, япăх кăмăл-туйăм, вăй çукки, нимĕн те тăвас килменни сисĕнет.

Типĕ тытнин лайăх енĕсем пирки те каласас пулсан, Аслă типĕ рациона çĕнĕ, усăллă та тутлă ӳсентăран çимĕçĕсемпе, вĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе пуянлатма май парать. Ку тапхăрта сĕтел çинче пахчаçимĕçпе кăмпа, улма-çырла, тĕрлĕ кĕрпе, мăйăр, пыл ытларах пулать. Кун пек усăллă ӳсентăран çимĕçĕсем организмшăн питĕ усăллă.

Аслă типĕ вăхăтĕнче кулленхи рациона какай, кайăк-кĕшĕк ашĕ, пулă, сĕт-çу, çăмарта кӗртме  юраманран организмра белок çитменнине йӗркелекен кулленхи рациона ӳсентăран белокĕсене кĕртмелле – соя çимĕçĕсем, мăйăр, хĕвел çаврăнăш, нимĕç пăрçи тата пучахлă тырăсенчен, кĕрпесенчен хатĕрленĕ çимĕçсем ытларах çиме тăрăшмалла. Кулленех çĕрулми, тĕрлĕрен пăтă, макарон хатĕрлеме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем вăй-хал çăлкуçĕсем. Çынна вăй-хăват панипе пĕрлех кăмăла çĕклеме те пулăшаççĕ. Белоклă тата крахмаллă çимĕçсемсĕр пуçне кулленех 1-2 апат кашăкĕнчен кая мар ӳсентăран çăвĕ тата, паллах, 500 грамран сахал мар пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Кашни кунах витаминсемпе минералсен комплексне ĕçмелле. Çавăн пекех таса шыв кирлĕ чухлĕ – кунне 1,5-2 литртан кая мар ĕçмеллине те асра тытмалла.

Тата çакна та палăртса хăварас килет: кунне 4-5 хутран кая мар, пĕр вăхăтра апатланма тăрăшмалла, апата вăрах, лайăх чăмламалла.

Пылак çимĕçсем кăмăллакансем пыл, типĕтнĕ улма-çырлапа сăйланма пултараççĕ.

Аслă типĕ хамăра апат-çимĕç енчен чарни кăна мар, хĕллехи ыйхăран вăранса çуркуннехи савăк кăмăл-туйăмпа, таса чунпа пурăнмалли, çĕнĕ тĕллевсемпе ĕмĕтсем патне чĕнекен, йыхăракан вăхăт. Ку ултавсăр, тарăхусăр, усаллăхсăр, мĕн пур чĕрĕ чуна хисеп туса, пĕр-пĕрне юратса пурăнмали тапхăр. Ку чун-чĕрене тасатмалли вăхăт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев