Тинех!
Шывпа тивӗçтерес енӗпе çитменлӗхсем килсе тухнине пӗтерӗç. Район центрне туллин шыв пӑрӑхӗсемпе çавăрса илес ӗҫсем пыраҫҫӗ
Ҫуркунне, хӗлле район центрӗн ҫӳллӗрех вырăнта вырнаçнă урамӗсенче, хӑш-пӗр ялсенче пурăнакан çынсенчен шыв çителӗклӗ пулманни пирки ӳпкелешни илтӗнетчӗ. Ҫак проблемăна татса парӗç. Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов Ҫӗпрел районӗнчи халӑха таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫсене ырларӗ, çавна май район валли 25 миллион тенкӗ ытла хушма укçа уйăрнă.
– Район центрне туллин шывпа тивӗçтерессишӗн ӗç планӗнче Алешкин-Саплăк ялӗнчен Кивӗ Çӗпрелне çити 5,7 ҫухрӑм шыв трассине тăсасси, тата пӗр каптаж тăвасси, урăхла каласан, шыв трассине çӗнӗ çăлкуçпа çыхăнтарасси (вӑл Дементьев урамӗ вӗçӗнче пулать), насус, автомат станцийӗсем тӑвасси тăрать. Çак ӗҫӗн чылай пайне пурнăçланă та ӗнтӗ, – тесе каласа парать Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин инфраструктурăна аталантарас енӗпе çумӗ Ильгам Бикчуров.
Строительство ӗҫӗсене «Алтаир 1» предприяти пурнӑҫлать. Тата çак строительство района виҫӗ енчен: Пăрăнтăкри артезиан пуссисене, Хушхăва, Кивӗ Йӗлмел енчи çăлкуçсене пӗрлештерсе, шывпа тивӗҫтерӗ. Пăрăнтăк поселокӗн территорийӗнче 65 метр тарăнăшӗнче виçӗ артезиан пусси чавни тата шыв та ҫителӗклӗ калăпăшра, пахалăхлă пулни çинчен çырнăччӗ ӗнтӗ. Юлашки ҫулсенче ҫак пусӑсенчен район центрӗ енне шыв пӑрӑхӗн сетьне вырнаçтарса пыраççӗ, ăна çул тăрăхӗнчи ялсене: Шемӗршел, Кӗҫӗн Чăнлă, Алешкин-Саплăк, Тутар Саплăк, Тăваньел пек ялсене кӗртнӗ. Упи ял тăрăхне пăхăннă ялсене шывпа тивӗҫтерессине ҫывӑх вăхăта хăварнă. Шемӗршел, Анат Хураката, Хураката ялӗсен хăш-пӗр урамӗнчи çынсем те хӑйсен хуҫалӑхӗсене шыв кӗрессе кӗтсе тӑма тивет.
Çавна май Ильгам Бикчуров:
– Шыв сетьне тӑвасси ҫитес ҫулсенче те малалла пырӗ. Ерипен районти мӗнпур ялсемпе урамсене пурне те шыв пӑрӑхӗн сечӗпе çыхăнтарса пӗтеретпӗр, тесе ӗмӗтленетпӗр,– тет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев