Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тимуровецсем юртан тасатаççӗ

Ырă вăрлăх — паха çимӗç теççӗ.

Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнчи тимуровецсем вăхăта ахаль ирттермеҫҫӗ. Вырăнти асăну вырăнне — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиск таврашне — юртан тасатсах тăраҫҫӗ. 

Ку пӗр хутчен кăна тумалли ӗç мар. Кăçал, ав, юр тăтăшах çукалать те, ăна вăхăтра хырса, тасатса тăмалла. Çаплах ятарлă ҫар операцийӗнче хутшӑнакансен ҫемйисене те, ватă ҫынсене те кил-хуҫалăхне юртан тасатса пысăк пулăшу кӳчӗç. Ватăсем яланах кăмăллă, тав сăмахӗсене калаҫҫӗ ачасене. 

Культура волонтерӗсем те, «Таса обелиск» акцие хутшăнса, ялти Мухтав палăкӗ тавра юра уçрӗç, пурте хавхаланса, тăрăшса ӗçлерӗç.

Ырă вăрлăх — паха çимӗç теççӗ. Ачасем те ашшӗ-амăшӗсенчен тӗслӗх илсе ҫитӗнеççӗ, ырă ӗҫе хутшăнса пулăшу кӳреççӗ.

Яланах ырри ҫинчен шухӑшлар, ырри ҫинчен ӗмӗтленӗр! Ырри ан ыртăр тенĕ. Яланах кашнийӗ пӗчӗк ӗçпе пулин те пулăшу аллине тăсар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев