Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тимлӗ пулмалла

Районти Ӗç тăвакан комитетра терроризма хирӗç кӗрешессипе ӗçлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртрӗ.

Ларура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, организацисемпе предприятисен ертӳҫисем, ял тăрăх пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятире май уявӗсенче, ҫавӑн пекех, вӗренсе тухакансен экзаменӗсен вăхăтӗнче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерес ыйтусене сӳтсе яврӗç.

— Ҫитес уявсене хатӗрленес тата вӗсене ирттерес тапхӑрта пирӗн пурин те асӑрхануллӑ пулмалла, — терӗ Марат Ринатович.

Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ӗҫченӗсене уяв мероприятийӗсене ирттерекен вырăнсене, юхӑм маршручӗсене, территорисене тишкерессине, ҫавӑн пекех инфратытӑм объекчӗсене контрольте тытса тӑрассине çирӗплетрӗç.

Марат Гафаров ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене полицин участок уполномоченнӑйӗсемпе пӗрле обществăн йӗркине сыхлас тата халӑха хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес енӗпе мӗнпур кирлӗ мерăсене пурне те йышăнма хушрӗ. 

Хисеплӗ район çыннисем! 

Уявсем инкексемсӗр ан вӗçленчӗр тетӗр пулсан, ансат правилӑсене асра тытăр:

-асӑрхануллӑ та сыхӑ пулӑр! Тӳпе, йӗри-тавралăх, палламан ҫынсен тӗлӗшпе тимлӗ пулма вӗренӗр!
нихăçан та сыхлама е кама та пулин пама парса хăваракан шанчӑксӑр ҫынран япаласем ан илӗр!
урамри, картиш умӗнчи шанчӑксӑр япаласене ан тытӑр!

-ачасене хӑрушсӑрлӑх мерисене вӗрентӗр: урамра палламан ҫынсемпе ан калаҫчăр, палламан ҫынсемпе алӑк ан уҫчӑр; интереслентерекен, хуçасăр выртакан вылямалли теттесене, ытти япаласене: укҫа, телефон, канфет тата ытти япаласене ан перӗнччӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев