Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Техникумăн студенчӗсен команди – иккӗмӗш

Хусанта студентсем хушшинче «Автосессия» республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ

«Автосессия» конкурсӗнче республикӑри 14 хуларан тата районсенчен 42 ҫын хутшӑнчӗ.

Команда зачетӗнче Раҫҫей патшалӑх правосуди университечӗн Хусанти филиалӗн вӗренекенӗсем çӗнтерчӗç. Иккӗмӗш вырӑна  «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсем техникумӗн» студенчӗсем йышӑнчӗç. КНИТУ-КАИ Чистополь филиалӗн курсанчӗсем виҫҫӗмӗш вырăнта пулчӗç.

Аса илтеретпӗр, республикӑри конкурсӑн финал пайӗнче пирӗн район чысне хӳтӗлесе «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсем Антон Сурков, Артем Годунов тата Павел Мынин вăй виçрӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксем, медальсем, дипломсем тата хаклӑ парнесем пачӗҫ.

Артем Годунов теори пайӗнче заданисене 53 çеккунтра ӗçленӗ. «Ку республикăра та чи пысăк кăтарту. Акă вӗт мӗнле пирӗн техникумăн студенчӗсем!», – терӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров. Вăл çӗнтерӳçӗ студентсене канашлăва чӗнсе илсе чысларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев