Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Терроризм хăрушлăхӗ пулнă чухне мӗн тумалла?

Ҫавна май, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗç тăрас ыйтусен енӗпе çумӗ Рамиль Бахитов çаксене сӗнет.

Уйрӑмах транспортра, культурӑпа йӑпану, спорт тата суту-илӳ центрӗсенче пулнă чухне, йӗри-таврари лару-тӑрӑва яланах контрольте тытăр.

Манса хăварнă япаласене тупсан, вӗсене ан тивӗр, ҫакӑн ҫинчен водителе, объектра ӗҫлекен хӑрушсӑрлӑх службине, полици органӗсене (02, 102, 112) пӗлтерӗр.

Шиклентерекен пакет, коробка е мӗнле те пулин урӑх япалана уçса пăхма ан тӑрӑшӑр.

Илемӗпе илӗртекен хуçасăр япаласене ан тӗкӗнӗр. Вӗсенче взрыв хатӗрӗсем (сӑра банкисенче, карас телефонӗсенче т. ыт. те) пулма пултараҫҫӗ. Урамра çӗр çинче выртакан япаласене ан тапӑр.

Взрыв пулсан е пӑшал пеме пуҫласан тӳрех ҫӗр ҫине выртӑр, пытанма май пулсан тата та лайăх (бордюр, суту-илӳ палатки, машина т. ыт. те).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев