«Телейлӗ ватлӑхшӑн Турра тав тӑватӑп»
Ветерансем
«Тухса çӳремерӗм, нимӗн те курмарăм, ватлӑх килнине хам та пӗлмерӗм. Ватлӑх вӑйлӑ иккен, ҫамрӑклӑха ҫӗнчӗ. Ҫамрӑклăха тӗлӗкре кăна курма юлчӗ...», – тесе сăвă йӗркисене вула-вула кӗтсе илчӗ хăнасене Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Фарзания Валиуллина.
Литературӑпа творчествăна юратни унӑн ăру-йăхӗнчен пырать. Вӑл ентешӗмӗрӗн, историкăн Рафаил Субаевăн пӗртăван аппăшӗ. Çемьере вӗсем виҫӗ пӗртăван пулаççӗ. Паянхи кун Фарзания аппа хӑй кӑна юлнă.
Çамрӑклăхне тунсӑхласа сăвă йӗркисене хывсан та, чăнах та ҫак ҫулсем питӗ йывӑр иртнӗ уншăн. Вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи йывăр çулсене тӳрӗ килнӗ çав тапхăр. 13 ҫултах колхозра ӗçлеме пуçланă Фарзания. «Сывлăхлă, ҫирӗпчӗ. Колхозра улӑм турттарма палăртрӗç. Пӗр кун ырă курмасан та, чирлемерӗмӗр, тӳсрӗмӗр, ӗҫлерӗмӗр», – тет вӑл.
1955 ҫулта Набиулла Валиуллина качча тухать сапăр хӗр. Телейлӗ пурнӑҫ шыраса Ҫӗпӗр енне те тухса каяҫҫӗ. «Шӑпаран иртме ҫук», тесе калани те тӗрӗс. Яла таврӑнса тӗплентӗмӗр», – тет Фарзания аппа.
Ҫемьере 9 ача ҫут тӗнчене килет, паянхи кун вӗсенчен ҫиччӗшӗ сывă. Набиулла пичче 2006 ҫулта çут тӗнчерен уйрăлса каять.
Фарзания аппа нумай ҫул хушши доярка пулса ӗҫлет. Пӗрремӗш вырӑншӑн 5-шер тенкӗ, иккӗмӗш вырăншăн 3-шер тенкӗ тӳленисене халӗ те пулсан аса илет. «Яланах чи малти вырăнта пулма тӑрӑшрӑм», – тет хӑй. Вӑл хӑйӗн ачисене те ӗçе юратма вӗрентсе ӳстерет. Вӗсем фермӑра ăмăрта-ăмăрта, хӗрсемпе пӗрле, ӗҫлеççӗ.
Паян Фарзания аппан виҫӗ ачи ялта пурӑнать. Тӗп никӗсре ывăлӗпе – Гамильпе пурӑнать. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ юбилярăн 14 мӑнукӗ тата кӗçӗн мăнукӗ пур. Телейлӗ ватлӑхра ăна кӗçӗн мӑнукӗн ачине те курма тӳрӗ килнӗ.
«Çамрăклăхра пулмасан та, ватлăхра телейлӗ пурнăç парнеленӗшӗн Турра тав тӑватӑп», – тет Фарзания аппа.
Юбиляра 90 ҫулхи юбилейӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов саламларӗҫ. Раççей Федерацийӗн Президенчӗн В.Путинăн саламлӑ ҫырӑвне, район пуҫлӑхӗн парнисене пачӗç, ырӑ сунăмсем сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев