Телейлӗ ватлӑха илсе çитернӗ çул
Анат Хураката ялӗнче пурӑнакан Усман Атауллович Санатуллов 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ
Усман Атауллович шăпа сăнавӗсене самаях тӳссе ирттернӗ, анчах та ватлӑхӗ унăн телейлӗ.
Паянхи кун вӑл тӗп никӗсре, ывӑлӗпе Ирфанпа, кинӗпе Наиляпа, мӑнукӗсемпе, кӗçӗн мӑнукӗсемпе юнашар пурăнса, сумлă юбилейне кӗтсе илчӗ.
«Ку телей те нумайӑшне пӳрмест. Манӑн тантӑшсем вӗт тахҫанах пурнӑҫран уйрӑлнӑ», — тет вӑл хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗ ҫинчен.
Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вăл. Ҫемье нумай ачаллӑ пулнӑ. Вӑрҫа тухса кайнӑ ашшӗ таврӑнайман. Усман пичче малтан колхоза ӗҫе çӳрет, унтан ӑна тӑванӗсем шахтӑна ӗҫлеме чӗнсе илеççӗ.
«Телей» шырама кайнӑ Усман Атаулловича унта та сăнавсем кӗтсех тăраççӗ. Вӑл ӗҫленӗ шахта сирпӗнет.
«Чӗрӗ юлтӑмӑр, тавтапуҫ уншӑн», — тет вӑл. Усман Санатуллов çавăнтан инвалид пулса таврӑнать. Хӑй кӑна мар, икӗ ачипе...
Тӑван ене таврӑнса тӗпленсен, каллех авланать. Мăшăрӗпе Гульфияпа пӗрлехи пурнăçра тата икӗ ача кун çути курать. Гульфияпа Усман Санатулловсем хӑйсен ачисене пӗртанлӑхра, юратса çитӗнтереççӗ.
Мӑшӑрӗпе вӗсем 60 ҫула яхӑн пурӑнаççӗ, анчах та, шел, Гульфия аппа вилнӗренпе 2 ҫул иртнӗ.
Усман пиччен юбилейне унӑн мӗнпур ачисемпе ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑччӗ. Чей сӗтелӗ хушшинче ашшӗн пурнӑҫӗ, ачалăхӗ ҫинчен аса илсе, ăшшăн калаҫса ларчӗç. Вӗсем ашшӗне, аслашшӗне ырӑ сунăмсем сунчӗç, ашшӗ ырӑ кӑмӑллӑ, ялан пулăшма хатӗр пулнӑшӑн ăна чунтан тав турӗҫ.
Ялăн аслă çулсенчи çыннине район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин та юбилей ячӗпе саламларӗ. Район пуҫлӑхӗн саламлӑ ҫырăвне, парнесем пачӗ, ырă-сывă пурăнма сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев