Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Телейлӗ ватлӑх

Хăй 95 çула çитнине пысӑк телей, тесе шутлать Тури Хураката ялӗнче пурӑнакан Бибихасана Сиразетдиновна Санатуллова.

Пӗр ӗмӗр темеллӗх Бибихасана аппана ячӗпе уяв умӗн юбиляра саламлӑ ҫыру Раҫҫей Президенчӗнчен Владимир Путинран килсе çитрӗ. Саламсемпе парнесене ӑна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухинпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов пачӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра Бибихасана аппан чӗринче пилӗк ҫул каялла пулса иртнӗ асаилӳсем çӗнелчӗç.

— Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ пулма палăртсан, Рафик Мансурович районти хӑнасемпе пӗрле, мана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланăччӗ. Унтанпа 5 ҫул иртрӗ, акӑ ӗнтӗ эпӗ 95е те çитрӗм. Мӗнле хӑвӑрт иртет пурнӑҫ! — тет вӑл.

Ӗмӗр вара, чӑнах та, хăш вăхăтра иртнӗ-ши? — Ватлӑх ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн, ҫамрӑклӑха, иртнине манайман. Пирӗн ӑру йывӑрлӑхсем нумай курчӗ. Ҫухатусем те нумай пулчӗҫ, — тесе калаçрӗ Бибихасана аппа.

Вăл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ фронта тухса кайнă, унтан аманса таврӑнаççӗ. Ҫемьере юлнӑ хӗрарӑмсем арҫын ӗҫне те пурнӑҫланӑ, колхозра ӗҫленӗ, выҫӑпа вилес мар тесе, ҫӗрӗк ҫӗрулми типӗтнӗ, вӗлтӗрен яшки те çинӗ. 

Бибихасана аппа Алимзян ятлӑ ял каччине качча тухать. Вӗсем фермӑра, колхозра пӗрле ӗҫлеҫҫӗ, ултӑ ача пăхса ӳстереҫҫӗ. 

— Колхозран пенси, медаль илсе тухрăм,— мӑнаҫлӑн калаçать юбиляр. — Халӗ пурнӑҫ лайӑх, пурте пур, пурӑнма питӗ кӑмӑллӑ. Хӗрӗмсем килсе çӳреççӗ, тата мӗн кирлӗ?!
Бибихасана аппа паян хӑйӗн ывӑлӗпе Камилпа юнашар телейлӗ ватлӑхра пурăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев