Телей-савăнăç тăван енре кăна...
«Мухтав Турра, пурӑнатӑп-ха», — тесе кӗтсе илчӗ Вера Александровна Азизова килнӗ хăнасене, — çитмӗлӗ те, сакӑрвунни те иртрӗ, акă 85 çул та çитрӗ...
Хальхи вăхăтра юбиляр хӑй тӑватӑ теçетке ҫул ытла каялла кин пулса килнӗ тӗп никӗсре ывăлӗпе Ильгизӗпе, кинӗпе Резидапа пурӑнать. Мӑшӑрӗпе Рафикпа пӑхса ӳстернӗ виҫӗ ывӑлӗ паян районта пурӑнаҫҫӗ, пӗр ӗç вырăнӗнче вырнаçса, района аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ пай кӗртеççӗ.
Вера Александровна кӳршӗри Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ. Шӑпа пӗр сӑмах та тутарла пӗлмен хӗре Ҫӗпрелне, 1960-мӗш ҫулсенче, илсе килет. Аслă вӗренӳ çуртне вӗçлесен направление вăл Çӗпрелне «Телей — вăл тăван çӗр çинче» тесе, хăй çуралса ӳснӗ кӗтесе çывăхрах пулнăран, ыйтса илет. «Кайнă вырăнта эсӗ тӗплӗ вырăн йышăн», тенӗ каларăш та ăна тӳрӗ килет — Вера аппа çак тăрăхра çирӗпленсе юлать, ӗçлет, çемье çавăрать.
— Халӗ те пулсан куç умӗнчех, пысӑк хура чемодан йӑтса, Шăмăршăран çуран утса çитни. Ял хуҫалӑх специалисчӗ пулнăран, тутар чӗлхине пӗлместӗн тесе, мана Чӑваш Çӗпрел ялне ӗҫлеме ячӗç, унта колхозсем пӗрлешрӗç. Ҫапла вара, эпӗ район центрне таврӑнтӑм та, ӗҫлеме пуçларăм. Пӗр тутар хӗрарăмӗ патӗнче хваттерте пурӑнтӑм, унран тутарла калаçма вӗрентӗм, — тесе калаçрӗ Вера Александровна хӑйӗн иртнӗ пурнăç çулӗсене аса илсе.
Паянхи кун шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ялăн аслă çулсенчи çынни ислам тӗнне куçса, вӑхӑтлӑх пилӗк намаз вулать, мечӗте те ҫӳрет, общество ӗҫӗнче хастар хутшӑнать. Район çыннисем вăл ял советӗнче ӗҫленӗ ҫулсене те лайӑх астӑваççӗ.
— Çав çулсенче килтен киле чӑх-чӗпсене, ӗнесене, пӑрусене шутласа çӳрессине, ҫӑмарта, аш, сӗт пуҫтарса парассине пирӗн çине çирӗплетнӗччӗ — элле тем чухлӗ ӗç тунă. Хамӑра хушнине пурнăçланă, пултăр тесе ӗçленӗ. Эпӗ питӗ шухчӗ, тен, телейлӗ пулма та çакă пулăшнă пулӗ, — тет вӑл.
Вера Александровна йывӑрлӑхсене те нумай курать. Мăшăрӗ ир пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн, ывӑлӗсене ӳстерсе çитӗнтерет. Ильдарӗ стройкӑра суранланса таврăнсан, ӑна сыватса, ура ҫине тӑратать амăшӗ.
Кун пирки юбилей ячӗпе хатӗрленӗ тулăх сӗтел хушшинче ӑшӑ калаҫу пулчӗ, асаилӳсем ҫӗнелчӗҫ. Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн коллективӗ, ял пуҫлӑхӗн ертӳçин çумӗ Рамиль Низамов Вера Александровнӑна саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ, ӗҫшӗн тав турӗҫ.
Юбилярăн хисеплӗ хӑнисем хушшинче ентешӗмӗр, историк Иршат Закиров та пурччӗ. Вера Александровнапа пӗр тапхӑрта ӗҫленӗ çын пулнă май тӗлпулăва вăл ăшăлăх хушрӗ.
Сапăр характерлӑ, авторитетлă Вера Александровнан пӗтӗм пурнăçӗ — халăх, общественность умӗнче, пурнăç çулӗ те тӗслӗхлӗ пулса тăрать. Унăн кăмăлӗ те ырă, вӑл калас тенине те тӳррӗн калать, канашӗсене те парать. Ҫавӑнпа ун патнелле кашниех туртӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев