Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Телей – çемьере, ӗçре, тăнăç тĕнчере

Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Андрейпа Алена Журавлевсен ҫемйи 1999 çулта чăмăртаннӑ.

 

Туслă çемьере виçĕ пепке çуралать. Нумай ачаллă амăшӗ пулни уншăн вӗçӗ-хӗррисӗр ӗç-пуçпа пӗрлех пысăк яваплăх пулнине те пытармасть Алена Журавлева. «Анчах та çемьере ача пурри телей. Ачасен куллипе çурт савăнăçпа тулать», – тет вăл.

2012 çулта пурнăç Журавлевсен çемйи умне тепӗр кӗтменлĕх илсе килет. Вӗсем сарăмсăр вилсе кайнă тăванӗн ачине усрава илеççӗ. Хăр тăлăха тăрса юлнă 13 çулхи хӗрачана çемье хăйӗн хӳттине илет. «Ача ют пулмасть», – тесе ӗнентерет Алена Николаевна. Мӗн чухлӗ тӳсӗмлӗх, юрату кирлӗ ют ачана пăхма… Анчах та Андрейпа Алена Журавлевсем йывăрлăхсен умӗнче парăнаканнисем мар.

2020 çулта Алена Журавлева Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче вӗренсе, логопед профессине алла илет. Мӗн хистенӗ-ши ăна тата хушма пӗлӳ илме? «Хальхи саманара ир калаçма вӗренеймен ачасене час-часах курма тӳр килет. Ҫавна пула та, çак професси питӗ кирлӗхлĕ тесе шутлатăп», – тет вăл вӗсемшӗн пăшăрханнине палăртса. Шухăшлама тата тӗрӗс йышăнусем тума пӗлекен çын яланах малалла аталанма тăрăшать. Алена Николаевна та çав шутра.

Ăшпиллĕ хӗрарăм кил-çуртра та туслăха пӗрремӗш вырăна хурать. Мăшăрӗн ашшӗпе амăшне чун-чӗререн хисеплесе пурăнать. Икӗ çемье, тӗрлӗ ăрури çынсем… Ҫапах та килӗшӳпе юрату вӗсен çуртӗнчен каймасть. «Чашăк-тирӗк шăкăртатмасăр пулмасть, паллах. Анчах та пӗр-пӗрне кӳренсе çӳрес йăла çук пирте. Каçарма пӗлни-пысăк вăй», – тет сăмах çăмхине сӳтнĕ май Алена Николаевна.

Пурнăçра юратăва упрама пӗлни хăй пӗр искусство. 23 çула яхăн килӗштерсе пурăнаççӗ вӗсем мăшăрӗпе иккӗшӗ. Кил-çуртри илемпе хăтлăхшăн Алена тăрăшать пулсан, кил хуçи тулта ӗçлесе çӳрет. Андрей Иванович ачисене воспитани парас ӗçре те хастар хутшăнать. Вăл Ҫӗпрелӗнчи Казначейство департаменчӗн территори уйрăмӗн ертӳçин çумӗ пулса тăрăшать. Унăн хулпуççи çине нумай яваплăх тиеннӗ. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗç тӗплӗ тата тимлӗ пулма хистет ăна.

Телей тени мӗн тени-ши? Ăна кашни çын хăй майлă ăнланать. Пӗри курать ăна пуянлăхра, тепри  юратура… Алена Николаевнапа Андрей Ивановичсем телее кураҫҫӗ йĕри-тавра: çемьере, ӗçре, çынсенче, тăнăç тӗнчере.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев