Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Техникумра «Уçă алăксен кунӗ» пулчӗ

Шкулсенче виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗн юлашки эрнисем пыраҫҫӗ. Вӗренсе тухакансем экзаменсене хатӗрленеҫҫӗ, пӗр-пӗр специальноҫа суйласа илмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ, вӗренӳ заведенийӗсене суйлаҫҫӗ.

Çавна май районти шкулсенчен вӗренсе тухакансемшӗн отрасль технологийӗсен техникумне килсе, вӗренӳпе пурӑнмалли условисемпе паллашмалли мероприяти йӗркелерӗç. «Уçă алăксен кунӗ» тесе каланă çак мероприятире хутшăнакансем  вӗренме кӗмелли условисем  çинчен те пӗлме пултарчӗç.

Тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ ятлă пулнă, хальхи вӑхӑтра техникумӑн статусне илнӗ Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ 1968 ҫултанпа ял хуҫалӑхӗ енӗпе тӗрлӗ специалист хатӗрлет. Техникумра вӗренекенсемшӗн мӗнпур майсем те пур. Классене компьютеризациленӗ, тӗрлӗ кружоксем ӗҫлесе тăраççӗ.

– Паян техникумра 278 вӗренекен пӗлӳ илет, вӗсенчен 26-шӗ хамăрăн республикӑран, Чӑваш Республикин районӗсенчен, Ульяновск облаҫӗнчен. Столовӑйра вӗренекенсем валли виҫӗ хут тӳлевсӗр апатлану йӗркеленӗ, 70 ҫын валли общежити пур, – тет техникум директорӗн вӗренӳпе воспитани ӗҫӗсем енӗпе çумӗ Валерий Лухманов.

«Уҫӑ алӑксен кунӗн» шайӗнче ирттернӗ тӗлпулусенче те вăл техникумӑн паянхи пурнăçӗ, çӗнӗлӗхӗсем, студентсем мӗнле кружоксемпе тата секцисемпе интересленни ҫинчен каласа пачӗ. Калаçу презентацисемпе çирӗпленсе пычӗ. Ун хыççăн вӗренекенсем техникумӑн пурлӑхпа техника базипе паллашрӗҫ. Техникумӑн ертӳçи вӗсене интереслентернӗ ыйтусем ҫине хуравларӗ, вӗренме йышӑнмалли йӗрке çинчен ӑнлантарчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев