«Тавтапуҫ манманшӑн»
Ветеран
Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Закия Сустеева 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ.
Хисеплӗ ятсем ҫук пулин те, ялти ват çыннăн ҫак ҫулти ҫитӗнӗвӗ — хӑй пӗр паттӑрлăх пулса тӑрать. Хӑйӗн пурнăçӗ тӑршшӗпех вӑл пирӗн ҫӗршыври тӗрлӗ пулăмсене курнӑ.
Ашшӗсӗр ӳснӗ ачалӑх, выҫлӑх, тăхăнма тумтир пулманни, уй-хирте аслисемпе пӗр тан ӗҫлени — ҫав вӑхӑтри ҫынсен пурнăçӗ паттăрлăхпа танлашать.
Юбилейпе Закия Фатыховнана районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата ял тăрăхӗн представителӗсем саламларӗҫ. Хӑнасем ӑна вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав турӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисенчен тимлӗх, савӑнӑҫ сунчӗҫ.
— Сирӗн юбилей, 90 ҫул — пурнӑҫ чикки мар, ӑслӑлӑх тапхӑрӗ, — терӗ Рустам Мухаметзянов, район пуҫлӑхӗн саламлӑ ҫырӑвӗпе парнине парса.
Юбилей ячӗпе саламлама килнисене Закия аппа ăшшăн кӗтсе илчӗ.
— Тавтапуҫ манманшӑн. Кашнинех ҫакӑн пек хисеп тунине курма пӳртӗрччӗ, — тесе сунчӗ.
Закия Фатыховна мăшăрӗсӗр тăрса юлнă. Мӑшӑрӗ 15 ҫул каялла вилнӗ. Паян ӑна хӗрӗ Венера пӑхса пурăнать.
Мӑнукӗсем, ачисем хисеплесе саламлаççӗ юбиляра: "Вуннӑмӗш теҫетке ваклама пуҫларăм. Сывлӑх пултӑрччӗ",— тет.
Малалла тăсса
Аслă Чăнлă ялӗнче 90 ҫул урлӑ каҫнӑ сакӑр ҫын пурӑнать. Иккӗшӗ те 97 ҫулта.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев