Таврӑн, ывӑлӑм... Таврӑн ман пата...
Чăнлăх
Хайсене малалла мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшламасӑрах, çар задание кайма хыпаланчӗҫ. Командир вӗсене каяс умӗн куҫӗсенчен пӑхса: «Чӗрӗ таврӑнасса ан шанӑр. Тӳррипе калатăп, сирӗн каялла таврăнма шанăç çук», – терӗ. Унӑн самахӗ тискер янӑрарӗ, мӗншӗн вӗсене ҫапла каласа хурлантарнине хӑй те ӑнланмарӗ пуль.
Ҫуланнӑ арҫынсем хушшинче ҫирӗм икӗ ҫулсенчи каччăта пур. Тӗреклӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫутӑ сӑн-питлӗ ялти каччă. Вӑл, телее, командирӑн ирсӗр сӑмахӗсене илтмерӗ. Хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланчӗ, ҫула тухас умӗн япалисене тӗрӗслерӗ, амӑшӗ тата чун савнийӗ çинчен шухӑшларӗ.
Акӑ пӗр взвод ваннӑ ҫул тӑрӑх кивӗ мопедсемпе тапранса кайрӗ. Хӑш-пӗрисем тӳсеймерӗҫ, хӑраса каялла тарчӗҫ. Камӑн ара вилес килет-ха. Ял ачи вара, пачах ҫамрӑкскер, кӗрхи пылчӑк витӗр паттӑррӑн та хӑватланса вӗҫтерчӗ. «Каялла ман ҫул ҫук. Вилме ҫырнӑ пулсан – вилетӗп! Анчах паттӑр пек, хӑравҫӑ пек мар!» – тесе шухӑшларӗ вӑл. Унтан вӗсем тӳпере курӑнса кайрӗҫ. Тӑшман дронӗсем. Вӗлле хурт пек сӗрӗлтетсе пӗрин хыҫҫӑн тепри тӳпере явӑнса ҫӳрерӗҫ. Салтаксене вӗсенчен ҫӑлӑнӑҫ пулмарӗ. Саша – ялтан килнӗ йӗкӗте ҫапла чӗнетчӗҫ – сасартӑк тарӑн шӑтӑка кӗрсе ӳкрӗ. Мопед чыхӑнса кайрӗ те, чарӑнчӗ. Ҫӳлте мӗлке ҫакӑнса тӑрать – тӑшман дронӗ ӑна пеме хатӗр тӑрать.
Чӗри ун урнӑ пек тапма пуҫларӗ. Саша мопед айӗнчен шуса тухрӗ, ҫул хӗрринчи ҫулҫӑсӑр, пӗччен ӳссе ларакан йывӑҫ патне чупса кайрӗ. Пытанмалла-и? Анчах ҫак дронран мӗнле тарса хӑтӑлайӑн? Пӗлӗт ҫинче тата икӗ дрон курӑнса кайрӗҫ. Кӑвак тӳпере виҫӗ хура пӑнчӑ, виҫӗ сунарҫӑ. Саша йывӑҫ айне пытанчӗ. Дрон ӑна вӗлересшӗн пулса йывӑҫ туратти ҫине ҫакланса ларчӗ. Ун ҫумне тата икӗ дрон килчӗҫ. Темле май виҫӗ дрон сывлӑшра сирпӗнсе кайрӗç. Тимӗр ванчӑкӗсем чӗриклетсе саланса кайрӗҫ. Вӗсенчен икӗ ванчӑкӗ Сашӑна хулпуҫҫинчен, тепри уринчен тӑрӑнчӗ. Ыратнипе Саша кӑшкӑрса ячӗ. Анчах та халь чи кирли – вӑл чӗрӗ пулни. Сашăн пуҫӗнче шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ: «Апла пулсан шӑпа мар. Кунта мар. Халь мар. Эпӗ чӗрӗ. Саша юнланнӑ суранӗсене тытса вӑрманалла чупрӗ. Малалла пурӑнма шанчӑк пур-ха...».
Ҫав вӑхӑтра вара, пин ҫухрӑмра, ялти лӑпкӑ пӳртре унӑн амӑшӗ, сасартӑк, чарӑнса тӑчӗ. Унӑн чӗри, такамӑн пӑрлӑ алли чунне сӗртӗннӗ пек, пӑчӑртанса илчӗ. Ним сӑлтавсӑрах вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ: «Турӑҫӑм, сыхла та хӗрхен... Сашенькӑна...» – пӑшӑлтатрӗҫ унӑн тутисем, питҫӑмартийӗсем тӑрӑх сасӑсӑр, йӳҫӗ куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Вӑл ывӑлӗ ӑҫтине те, унпа мӗн пулнине те пӗлмерӗ. Анчах амӑшӗн чӗри, чунсене ҫыхăнтаракан чи ҫинҫе ҫип, ӑнланмалла мар йывӑр ыратупа нӑйкӑшса илчӗ. Вӑл хӑйӗн ачи инкекре пулнине туйрӗ.
Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ывӑлӗ пӗр-пӗччен вӑрманта ҫӳрерӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ килсе кӗрессе кӗтрӗ, каҫхи шӑплӑха итлесе куҫне хупмарӗ. Ывӑлӗ кӳлленчӗкрен шыв ӗҫрӗ, амӑшӗ вара сӗтел ҫине ытлашши турилкке лартрӗ, ывӑлӗ килессе шанчӗ. Унӑн кӗлли, лӑпкӑ та ырми-канми кӗрхи сивӗ тӳпере саланчӗ. Саша нӳрӗ, сивӗ ҫӗр ҫинче ҫывӑрчӗ. Амӑшӗ тутӑрпа чӗркенсе сак ҫинче ларчӗ.
«Таврӑн, ывӑлӑм. Таврӑн ман пата», – вӗҫӗ-хӗррисӗр пӑшӑлтатрӗ.
Тӑваттӑмӗш кунхине, ӑна, халсӑрланса, ырханланса ҫитнӗскере, юлташӗсем тупсан, амӑшӗ аякри ялта сасартӑк курӑнман йывӑр ҫӗклемне хулпуҫҫи ҫинчен ывӑтнӑ пек, тарӑннӑн сывласа ячӗ. Чӗрери пӑшӑрхану каймарӗ, анчах та ӑнланмалла мар лӑпкӑлӑх килчӗ. Амӑшӗ чӳрече патне пычӗ те ирхи пӗрремӗш хӗвел пайӑркисене пӑхса, хӗрес хучӗ. Тем систерчӗ ӑна Турӑ ун кӗллине илтнине. Пӗтӗм ҫутҫанталӑк салтак амӑшне лӑпканӑн туйӑнчӗ.
Чи хӑрушши – хыҫалта иккен... «Анне, ан пӑшӑрхан, эп сывӑ. Аманнӑ ҫеҫ», – терӗ Саша амӑшне телефонпа шӑнкӑравласан. Амӑшӗн куҫӗнчен шӑпӑртатса куҫҫулӗ юхрӗ те юхрӗ…
Наталия Клементьева.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев