Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Таврапӗлӳҫӗсен районти семинарӗ

Тăван ене тӗпчес енӗпе усăллă канашлу

Иртнӗ шӑматкун Ҫӗпрел районӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче «Николай Ларионовпа Николай Казаковӑн таврапӗлӳ кӗнекисен тӗслӗхӗпе Ҫӗпрел районӗнчи ялсен историне вӗренесси» темӑпа районти таврапӗлӳҫӗсен семинар-канашлăвӗ иртрӗ. 

Форума уçса районти таврапӗлӳҫӗсен совечӗн ертӳçи Наталья Клементьева район администрацийӗн представительне Алексей Ярухина сӑмах пачӗ. Ҫӗпрел районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин ҫак мероприятие уҫнӑ май, таврапӗлӳҫӗсене тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене ӑшшӑн саламларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Тӑван ҫӗршыв историне тӗпчесе пӗлни мӗн тери кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫамрӑксене иртнӗ пурнӑҫпа ҫынсем ҫинчен каласа пама пултаракан ватӑсем ҫулран ҫул сахалланса пыраҫҫӗ. Вăхăтӗнче Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, хăйӗн опытӗнчен тухса, пухӑннисене ҫак ял тăрăхне кӗрекен ялсен историйӗ ҫинчен кӗнеке ҫырнӑ чухне кашни килтен тенӗ пекех даннӑйсем пухни ҫинчен каларӗ. 

Малалла Ульяновск хулинчен килнӗ хӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Йӗлмел ял историйӗ ҫинчен кӑларнӑ «Пирӗн ял – Çӗнӗ Йӗлмел» ятлă иккӗмӗш кӗнекен авторӗ Николай Ларионов тухса калаçрӗ. Вăл хальхи вӑхӑтра «Студия хăни» рубрикӑпа телекăларăмсене чӑвашла ертсе пыракан, «Медиа-73» массăла информаци хатӗрӗсен патшалӑх корпорацийӗн тӗп специалисчӗ. Таврапӗлӳçӗсем вăл Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗ ҫинчен материал пухас ӗҫ ҫӑмӑл мар пулни, ҫак кӗнеке валли материалсем вуншар ҫулсем хушши пухӑнни, патшалăх архивӗнчен илнӗ чăн-чăн даннӑйсемпе, ӗлӗкхи çынсем аса илсе çырнипе пуян кӗнеке пулнине çинчен пӗлчӗç. Ҫӗнӗ кӗнеке историйӗ чи малтан куçса килнисенчен пуçласа, паянхи куна çити, урӑхла каласан, 5 ӗмӗре яхăн ҫавӑрса илет.  Кӗнекере вулакана Святой Дмитрий Салунский ячӗллӗ чиркӳ туни, масар валли çӗр уйăрса пани, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем ҫинчен калакан, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи ветеранӗсем тата ыттисем нумай даннăйсем çинчен пӗлме интереслӗ пулӗ.  Вӑл ҫак кӗнекене кӑларнӑ чухне укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнӑшӑн пӗтӗм активистсемпе спонсорсене тав турӗ. 

Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн ертӳçи, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекен пӗрремӗш авторӗ Николай Казаков тӑван ен историне вӗренес ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе таврапӗлӳҫӗсене районти ялсемпе шкулсен таврапӗлӳ музейӗсен ӗҫне вӑйлатма тимлерӗ. Ҫакна вӑл çынсем çут тӗнчерен кайнипе çыхăнтарса, историллӗ нумай экспонатсем е документсем яланлӑхах ҫухаласса пӗлтерчӗ. Николай Александрович тӑван ене вӗренес енӗпе чи хастар таврапӗлӳҫӗсене, ҫав шутра чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене «Чăваш таврапӗлӳҫисен Союзӗ» Ульяновскри филиалӗ 30 ҫул тултарнă ятпа Грамотӑсем пачӗ.  Хăйне вара, Алексей Ярухинăн аллинчен районти таврапӗлӳ ӗҫне йӗркелеме пулӑшнӑшӑн, район йӗркеленнине 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медальне илме кăмăллă пулчӗ. 

Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн таврапӗлӳçи Геннадий Карсаков районта 1996 ҫулта Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ çинчен историпе этнографи очеркӗпе кӑларнӑ пӗрремӗш кӗнекене пысӑк хак пачӗ.  Ҫакӑ ял тăрăхӗсен активисчӗсем хушшинчен интересленекен çынсем ытти халӑх пурӑнакан вырӑнсен историне тӗпчеме пуҫланӑ тӗслӗх пулса тӑчӗ.  Геннадий Николаевич тӗпчевҫӗсене тав туса, тӑван тавралӑха упраса хӑварас, ҫӗнӗрен чӗртес енӗпе пысӑк ӗҫсем тунăшăн тата пирӗн тӑрӑхри этнографине вӗренес тӗлӗшпе нумай енлӗ тӗпчев ӗҫӗсемшӗн, тӑван ял историйӗ çинчен кӗнеке кӑларнă çыравçăсене Николай Ларионовпа Николай Казакова ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Роберт Дружковăн ячӗпе Грамотăсем пачӗ, вӗсене сывлӑх тата малашнехи пултарулӑхра ăнăçусем сунчӗ.

Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск хулинче пурӑнакан   активлӑ таврапӗлӳҫӗ, çыравçă, ӗҫ ветеранӗ, полици ӗҫченӗ пулнӑ, ҫар юхăмӗсенче хутшӑннӑ тата пархатарлӑ волонтер Владимир Ярухин Упи ял тӑрӑхне кӗрекен пилӗк ял историне тата хӑйсен йӑхӗ-несӗлӗ ҫинчен тӗпчекен, вӗренекен хăйӗн опычӗ çинчен каласа пачӗ.  Çавна май вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗнче хӑйне мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тӳрӗ килни ҫинчен, вӗсене мӗнле майпа ҫӗнтерме май пурри ҫинчен аса илтерчӗ. Владимир Егорович, вӑй тытӑмӗнче ӗҫленӗ ҫын, Донбасс территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулса иртекен пулăмсенчен аякра тăма пултараймасть. Вӑл, ыркăмăлçă, волонтерсен мобиль группин активлӑ членӗ пулнӑ май, гуманитари пулӑшӑвне (тумтирсене, маскировка сеткисене, продуктсене, гигиена япалисене т.ыт. те) ҫичӗ хут илсе ҫитерес тӗллевпе пулса курнӑ.  Владимир Ярухин сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн, ҫапӑҫу зонинче тӑракан çар çыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ панăшăн, ҫар чаҫӗсен командирӗсенчен Тав хучӗсем пачӗ.

Калаҫӑва Афган вӑрҫи ветеранӗсен районти совечӗн ертӳçи Виктор Петухов районти таврапӗлӳҫӗсене районти ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парас енӗпе грант проектне пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ.  Çавна май таврапӗлӳçӗсене афган вӑрҫи ҫинчен калакан килти музейри (районта пӗрремӗш) фотоальбомпа паллаштарчӗ. Вӑл та, çавӑн пекех, Владимир Ярухинпа Донбассра фронтовиксемпе тӗл пулчӗ, чӑн-чӑн патриот неонацистсемпе ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшма хăйӗнчен 5 пин тенкӗ укҫа панăччӗ.

Район музейӗн ӗçченне Радиф Субаева итленӗ хыҫҫӑн, эпир, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн историйӗ ҫинчен ҫырнӑ пӗрремӗш кӗнекене тӗслӗхе илсе (авторӗ Николай Казаков), районти ялсен историйӗ ҫинчен материалсемпе кӗнекесем пухас ӗҫ активлӑн пуҫланнине пӗлтӗмӗр. Кивӗ Ҫӗпрел, Мучелей, Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ, Кивӗ Шемӗршел, Упи ялӗсем, Хулаçырми, Тутар Тӗкки, Хурăнвар-Шӑхаль, Аслă Аксу, Алешкин-Саплăк, Кивӗ Чукал ялӗсенче ҫакӑн пек кӗнекесем кӑларнӑ, хальхи вӑхӑтра Фиркать Халимов тăрăшулăхӗпе Кивӗ Ишлӗ ялӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке кӑларас енӗпе материалсем пухас тӗлӗçпе ӗҫ пырать.

Семинар вӑхӑтӗнче районти таврапӗлӳҫӗсен совечӗн ертӳçине Наталия Клементьевана, Ульяновскри «Чӑваш наци наукисемпе искусство академийӗн» филиалӗн президиумӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗсене Николай Ларионовпа Владимир Ярухина «Чӑваш культурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен удостоверени пама пысӑк чыс пачӗҫ.

Мероприяти вӗҫӗнче Ульяновск облаҫӗнчи таврапӗлӳҫӗсен союзӗн ертӳçи Николай Казаков районти таврапӗлӳҫӗсемпе тӗл пулма май туса панăшăн, тӑван тӑрӑха тӗпчес ӗҫре наукӑпа шырав ӗҫне хастар хутшăннăшăн районти  музейӗн директорне Гульназ Забарована Грамота пачӗ.

Музей ҫуртӗнчи таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне вӗҫленӗ хыҫҫӑн хӑнасене активист-таврапӗлӳҫӗ, воин-интернационалист Виктор Петухов чӗннипе унӑн уйрӑм хуҫалӑхне кайса курма май килчӗ, унта хӑнасем килти условийӗсенче туса хатӗрленӗ, Афганистанри службӑна халалланӑ экспонатсемпе паллашма май пулчӗ. Хӑнасем Петуховсене ырӑ шӑршӑллӑ чей ӗҫтернӗшӗн тав турӗҫ.  Вӗсем пурне те тарават, килнӗ ҫынсене яланах питӗ хавас.

Ҫак форум районта таврапӗлӳ юхӑмӗн активисчӗсене тӑван ене тӗпчес ӗҫ процесне вӑйлатас енӗпе хушма импульс тата хавхалану парӗ тесе шутлатӑп. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев