Реклама
Хыпарсем
Тăвансен тунсăхланă вăхăчӗ
Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Сирина Айсина ашшӗн 63 çул курман пӗртăван тетӗшне шыраса тупнă
Пӗр-пӗрне ҫухатса, нумай ҫул хушши тӗлпулăва кӗтсе пурăнакансем çӗр чăмăрӗн тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнă. Вӗсен хушшинче Çӗпрел çыннисем те пур...
1998 ҫулăн мартăн 14-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей экранӗсем ҫине тухнă «Жди меня» кăларăм ҫынсене тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене шыраса тупма пулӑшать.
Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Сирена Айсина ҫапла майпа хӑйӗн ашшӗн пӗртăван тетӗшне шыраса тупать.
— «Жди меня» кăларăма пӑхнӑ чух кашнинчех, эх, аттен тӑванӗсене тупса, çапла пӗрле пуçтарăнасчӗ те, калаçса ларасчӗ, — тесе нумай шухăшласа çӳрерӗм. — Аттен тетӗшӗ пурри ҫинчен мана пӗр аппа каласа панăччӗ. Вӗсен хушамачӗ Кондрашкин пулнине те вӑлах пӗлтерчӗ. Унтан аттене те, санӑн вӗт тăванусем пур, ыйтса пӗл-ха, тесе ӑна пӗрмаях аптăрататтăмччӗ. Вăл та ыйтса, пӗлсе, ку чӑнах та ҫапла пулнине ӗненчӗ. Анчах та эпӗ ҫак ӗçе хам кăна вӗçне-хӗрне çитереймӗп, тесе хӑрарӑм. Çапах та, эпӗ пӗрмаях ҫак передачӑн сайтне кӗре-кӗре тухрӑм, шыракансене пăхса тăтăм. Пӗр кунхине Çӗпрелӗнчи тăванне шыракан çыннăн пӗлтерӗвӗ куç умне килсе тухрӗ. 128 ҫынччӗ списокра. Ку — чи малтанхи. Унта: «Эпӗ Василий Иванович Кондрашкин, Волгоград облаҫӗнче пурӑнатӑп. Эпӗ Çӗпрелӗнче шăпа уйăрнă пӗртăванăма шыратӑп», тенӗ унта. Телефон номерне те хӑварнӑ. Эпӗ ӗҫре, дежурствӑра тӑратӑп, манӑн ал-урасем чӗтреҫҫӗ, çапах та шӑнкӑравласа пăхам-ха, тесе телефона алла илтӗм. «Алло! Сывлӑх сунатӑп! Эпӗ сирӗн тăванăр пулас», — тесе каларăм, вӑрахчен хурав памасăр тӑчӗç. Василий пичче те, вăл вӗт 1946 ҫулта ҫуралнӑ, вăйӗ пӗтсе кайнипе, диван ҫине ларнă иккен. Ҫапла вара, калаҫса кайрăмăр. Каҫхине, киле таврӑнсан, эпир аттепе видеозвонок турӑмӑр. Эпир пӗр тӑвансем пулни пирки нимӗн иккӗленмелли те юлмарӗ«.
Сирина ашшӗ Марс Алимов тата унӑн пиччӗшӗ Василий Кондрашкин ҫинчен даннăйсем ытлашши темех пулманни çинчен калать.
Вӗсем Чӑваш Паснапуç ялӗнчен. «Ача чухне пирӗн пата Юлия аппа килсе çӳретчӗ, халӗ вӑл вилнӗ ӗнтӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, ман атте чӑваш нацийӗнчен пулнă», — тет Сирина.
Вӗсен амӑшӗ питӗ йывăр чирлесе ӳкет. Ӑна районти тӗп больницӑн инфекци уйрăмне вырнаҫтараççӗ. Унтан чирӗнчен сывалса тухаймасть.
Ун чухне Василий 10 ҫулта, Марс 4 уйӑхра пулнӑ. Тӑван енне таврӑнсан, Василий Кондрашкин ҫак здание шыраса тупать. Здани халӗ те ҫав вырӑнта ларать, кивелнӗ тата ăна вӗтлӗх пусса илнӗ.
Василий Кондрашкин амӑшӗ сипленекен пӳлӗмӗн чӳречине те шыраса тупать. «Аннепе эпир юлашки хут ҫав чӳрече витӗр курса калаҫрӑмӑр», — тесе аса илчӗ вăл куҫҫульпе çав самантсене аса илсе.
... Çак больница патӗнче тӑвансен ҫулӗсем уйрӑлса каяҫҫӗ. Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, Василие ача ҫуртне ӑсатаççӗ, шăллӗне Шланка ялӗнче пурӑнакан ачисем пулман тутар ҫемйи усрава илет. Паллах ӗнтӗ, вăл ислам тӗнӗ енӗпе воспитани илсе ӳссе çитӗнет, унӑн ятне те, хушаматне те улӑштараççӗ. Ача ҫуртӗнче ӳссе, çитӗннӗ тетӗшӗ Василий ӑна шыраса пăхать, анчах тупаймасть. Шӑпа Василие Волгоград еннелле илсе каять. Унта вӑл çемье çавăрать, ачисем ҫуралаҫҫӗ, пурнӑҫри хӗвӗшӳпе кун хыҫҫӑн кун иртет. Анчах шӑллӗ ăçта-ши, сывă-и, мӗнле пурăнать-ши, çакă унӑн чунне канӑҫ паман. «Жди меня» кăларăма та вӗсем пӗрремӗш хут ăна шыраса пăхас тесе, 2008 ҫулта пӗлтерӳ парса пăхаççӗ, унтан ӑна 2013 ҫулта тата ҫӗнетеççӗ. Анчах тӗл пулса, курса калаçасси 2019 ҫулта ҫеҫ пулса тухать. 63 ҫул иртнӗ хыççăн, тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу пулать вăл.
— Ҫав çултанпа, эпир шавах калаçса тăратпăр. Питӗ савӑнтӑмӑр. Василий пичче кунсерен шăнкăравласа, пирӗн халăмăра пӗлсе тăрать. Шел, атте тетӗшӗпе пӗр хут кăна тӗл пулса калаçса юлма ӗлкӗрчӗ. Чир ăна пиртен яланлăхах уйăрчӗ. Тăванăмăр вара пирӗн патăмăрта икӗ хут хӑнара пулчӗ, кӑҫал вара эпир хамӑр та вӗсем патне кайса, курса килме шутларӑмӑр. Пирӗн аттепе пӗрле каймаллаччӗ, анчах та килсе тухмарӗ. Ҫавӑнпа та эпир, вăл тăнăçланса вырттăрччӗ тесе, ҫула тухрӑмӑр. Питӗ килӗшрӗ. Икӗ сыпӑкри тӑвансене курса, эпир хӑна пулса таврăнтăмăр. Хӗр тăвансем те сăнӗсемпе пӗр-пӗрин пекрех иккен. Василий пиччере те аттен сăнӗ пур...
... Тӑван ҫӗр, тӑван ен, тăван никӗс... Этем ӑҫта пулсан та, ăна яланах тӑван ҫӗр, тӑван никӗс хăй патне туртать. Ăрусен сӑнчӑрӗ татӑлмасть, тени тӗрӗсех иккен. Ку тӗслӗхре эпир, шӑпа икӗ тӑвана уйӑрса, 63 ҫул хыççăн пулсан та, вӗсен тӗлпулӑвӗн историйӗн свидетелӗ пултăмăр. Ҫавӑнпа та ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене ҫухатнӑ, пӗр-пӗрне курас ӗмӗчӗсем татăлнисене калас сăмахăмăрсем: «Пӗр-пӗрне шырӑр! Тӗл пулăва кӗтӗр!».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев