Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тăван ял, тăван кĕтес…

Поэзи кӗтесӗ

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ӳссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тӳр килсен те тăван ял пур-пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан та тăван яла çĕкленӳллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта, выляса ӳснӗ урамра ӳсекен мĕнпур йăмра-йывăç сана тӳлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.

Тăван ял

Вера Крюшникова

Тăван ялăм, эс – чун ăшши,

Асаттесен юрри-ташши,

Атте-аннен аки-сухи,

Эс – манăн пурнăçăн шăпи.

 Сукмак çеç пулнă пуль малтан

Сана çитсе курма авал.

Тап-такăр аслă çул паян

Хăна пулать килен-каян.

 

Урамусем сан сарлака,

Ват йăмрусем лараç лаштра.

Ял халăхĕ ялан патвар,

Çĕр ĕçĕсем пыраç хастар.

 

Тăван ялăм – аслă ял!

Сана савса юрлап паян,

Хапху ялан сан уçă – яр!

Кĕтсе илет çăкăр-тăвар.

 

Сан сăнару, юратнă ял,

Ялан асра, ялан умра,

Çуралнă эс ĕлĕк-авал,

Пуласлăху çĕршер çулра.

 

Тăван ялăм

Г. Алексеева,  Тăванел ялӗ

Куллен илемленет ман ялăм,

Çулран-çул пурăнас килет.

Эп нимӗншӗн те кулянмастăп,

Ватлăх çитни çеç пӗтерет.

 

Эс кунсерен чечекленетӗн,

Ача сасси чӗвӗлтетет.

Эп пуриншӗн те савăнатăп,

Колхоз пӗтни çеç пӗтерет.

 

Халăх валли халь çук  ӗçӗ те,

Ӗçсӗрри те пайтах пулать.

Кашни аваншăн савăнатăп,

Начарришӗн – чун хурланать.

 

Аван чухне пурне те лайăх,

Ăçтан-ши, япăххи пулать...

Нумай та юлмарӗ пурăнмаллăх,

Чӗрем ман çавăншăн çунать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев