Тăван никӗс темрен те хаклă
Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Валентина Михайловна Кадышева 90 ҫул тултарчӗ
Аслă ăру çыннисенчен час-часах: «Хамӑн килӗм вӗт, вăл хăй вăй парса тăрать», тесе каланине илтме тӳрӗ килет. Хӑйсен пурнӑҫне пӗччен ирттереҫҫӗ пулин те, кил-çурчӗсене пăрахса, тухса кайма килӗшмеҫҫӗ. Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Валентина Кадышева ҫавӑн пек аслă çулсенчи çынсенчен пӗри. Вăл 90 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.
Валентина Михайловна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, ҫемьере виҫçӗн çитӗнеççӗ вӗсем. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем. Çырма-çатрасенче курӑк пуҫтарасси, ӑна пӳрт умне илсе килсе типӗтесси... — çаксем пурте ачасен хулпуҫҫийӗсем çине тиенет. Аслисемпе пӗр тан вăй хунă, лашасем вырăнне кӳлӗнсе ӗҫленӗ ăру вăсем.
Валентина Михайловна пӗр ял ҫыннипе çемье çавăрать. Вӗсем пӗр хӗр çуратса ӳстереççӗ. Паянхи кун хӗрӗ кӳршӗри Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнать. Вӑл час-часах килсе ҫӳреме пултарайманнипе, амӑшне пулăшма социаллӑ ӗçчен палăртма ыйтнă.
«Наташа Фадеева уçă кăмăллă çын. Вăл аннен сывлăшӗ те, куҫӗсем те. Ырă чӗреллӗ вăл», — тет хӗрӗ Нина Сергеевна социаллӑ ӗҫчене тав туса.
Нина Сергеевна хӑй те тивӗҫлӗ канура, ҫиччӗмӗш теҫеткене вакланӑ, нумай ҫулсем хушши ваттисен ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ.
Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, амӑшӗн тӑхӑмӗсем вӑрăм ӗмӗрлисенчен пулнă. Пӗртăван аппăшӗ те 95 ҫула çитнӗ, амӑшӗпе кукамăшӗ те 110 ҫулччен пурӑннӑ!
2001 ҫулта Валентина Михайловнан мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлса каять. Вӑл «Хисеплӗ колхозник» ята тивӗçнӗ пулнă.
— Анне те, атте те нихăҫан та ӗҫсӗр тăмарӗç. Гектарӗ-гектарӗпе чӗкӗнтӗр çумлаттăмăр. Хӑвӑртрах ӳссе çитӗнсе, çак чӗкӗнтӗр ани çинче ӗçлессинчен тарас килетчӗ, — тесе каласа парать Нина Сергеевна, иртнине ҫӗнетсе. — Эпир аннене те илсе кайнӑ пулӑттӑмӑр, хамăн никӗсӗмрен ниҫта та каймастӑп, тет. Çаплах, хӗллехи уйӑхсенче те пырса пурăнма килӗшмест.
Кун пирки юбиляр хӑй: «Эпӗ вӗт пӗччен мар. Манпа юнашар пӗчӗккӗ, ҫемҫе, мана сыхлакан пӗчӗк тусăм — кушак ҫури пур», — тет ăшшăн кулса.
Юбилейпе Валентина Михайловнана Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров саламларӗҫ. Хӑнасем юбиляра район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ ҫырăвне, парне тата чечек çыххи пачӗҫ. Чи ӑшӑ сунăсем: ырлăх-сывлӑх, телейлӗ ватлӑх сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев