Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тăван кил

Николай Новый

 

 

Хулаçырминче,

Çимӗк кунӗнче,

Пурте пухăнчӗç

Атте пӳртӗнче.

 

Атте сассипе,

Анне чӗннипе,

Пире пӳрт пухрӗ

Сӗтел хушшине.

 

Сӗтел пуçӗнче,

Лараç аккасем.

Тепӗр енӗнче,

Эпир, ывăлсем.

 

Куçӗсем салху,

Çӳçӗсем шурă.

Кӗтетпӗр сире

Аттепе анне.

 

Пурнăç йывăр çав,

Ӗмӗр кӗске çав.

Сӗтел хушшинче

Эпир пурте мар.

 

Ах, атте, ах анне,

Эсир чăн çӗрте.

Манма çук, курма çук,

Сăнăр чӗрере.

 

Пире ӳстертӗр,

Пире ăс патăр.

Тавтапуç сире,

Пиртен çын турăр.

 

Тăван пӳрт ларать,

Çул çине пăхать.

Эпир килессе

Кашни кун кӗтет.

 

Атте хушнипе,

Аннен пехилӗпе,

Пӳрте манар мар,

Пӗрле пурăнар.

 

Ах, атте, ах анне

Эсир чăн çӗрте.

Манма çук, курма çук,

Сăнăр чӗрере.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев