Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тăван ене вӗренес ҫул çинче

Историкӗн, ӗмӗрне тăван ене вӗренме халалланă Валентин Макаровăн çӗнӗ кӗнекисем пичетленсе тухрӗç

Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан пултаруллă ентешӗмӗрӗн  Валентин Федорович Макаровăн  «Жизнь, отданная авиации» тата «Помни и чти свои корни» ятлă икӗ çӗнӗ кӗнеки Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ Вӑхӑт»  типографире пичетленсе тухрӗç.

В.Ф. Макаровăн тӗрлӗ архивсенче тата библиотекăсенче историлле  документсенчен шыраса пухнă темиҫе кӗнеки те пурччӗ ӗнтӗ. Вӗсем: «Прошлое нашего края и села Алешкин-Саплык» (2 кӗнеке), (2012çул), «По следам болгар, сувар и чувашей» (2013 ҫул), «Культура, быт и обычаи низовых (степных) чувашей» (2013 çул) «Они приближали день Победы» ятлă кӗнеке пуххисем (2015 ҫ.).

...Кӑҫалхи июль уйӑхӗнче 79 ҫул тултарнă, канăçсăр историк Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралнă. 1962-1965 ҫулсенче Совет Çарӗн ретӗнчен (ГСВГ) таврăнсан пӗр вăхăт ялти клубра ӗҫленӗ тата 1967 ҫулта Алешкин-Саплăкри сакăр çул вӗренмелли шкулта истори, географи предмечӗсене вӗрентме пуçланă. 1973 ҫулта Хусан патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа, 1980 ҫулта – КПССăн Тутар область комитечӗн марксизм-ленинизм университетне вӗçлет. 1971 ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа 1974 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен КПССăн Çӗпрел район комитетӗнче инструктор пулса ӗçлет. Унтан каллех  тӑван ялӗнче сакӑр çул вӗренмелли шкул директорӗн вӗренӳпе воспитани ӗҫӗсем енӗпе çумӗ пулма палӑртнӑ. Ҫав ҫулсенче директор тилхепине тытса пынă вăхăтра, истори тата обществоведени урокӗсене илсе пынă. Ачасене пӗлӳ парас тата тăван ене вӗрентес енӗпе кӗртнӗ сумлă ӗçӗсемшӗн Хисеп грамотисем, Тав çырăвӗсем, Хисеплӗ ята, медальсене тивӗçлӗ пулать.

Вăл хӑйӗн «Помни и чти свои корни» ятлă кӗнекинче генеалог наукине, ҫынсене хӑйсен ăру-йӑх тата историне чӗртсе тӑратмалли ҫинчен, Раҫҫей империйӗн тата СССР гражданӗсен уйрăм архивӗсем ăçта тата вӗсенче мӗнле документсемпе материалсем сыхланни, метрика кӗнекисенче, ҫӗршыври халӑх ҫыравӗнче упранни ҫинчен вулакансене каласа парать. Чӑваш наци академийӗн академикӗ, Тутарстан çыравçисен Союзӗн членӗ, Тутарстан Республикин чӑваш наци конгресӗ çумӗнче ӗçлекен чăваш ҫыравҫисен Союзӗн яваплӑ секретарӗ, тӑватӑ хут литература премийӗн лауреачӗ Евгений Турхан та çак кӗнекесене пысӑк хак пачӗ.

«Хăй вăхăтӗнче çут тӗнче курнă питӗ кирлӗ кӗнеке. Мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗр-ҫӗр ентешсемшӗн хӑйсен пуҫламӑшне тата тымарне пӗлесси нихӑҫан та, пурнăçланма пултарайман ӗмӗт пулса тӑрать. Ҫак сборникри тишкерӳсем хӑйсен йӑхне вӗренекенсене, тӗпчекенсене ӗçе мӗнрен пуҫлама кирлине ӑнлантарса параҫҫӗ. Кӗнекере грек, акӑлчан тата чӑваш тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ икҫӗре яхӑн ят пур, вӗсен пӗлтерӗшне уҫса параҫҫӗ. Ку кӗнекене çырса,  Валентин Федорович, хӑйӗн тӑван ялӗн историне, несӗлне палăртать, - тет вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев