Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – чыслă

Тата виҫӗ Çӗпрел каччине салтака ӑсатрӑмăр

Июнӗн 29-мӗшӗнче ирхине П.В.Дементьев ячӗллӗ паркра призывниксен черетлӗ ушкӑнне Раççейӗн Хӗç-пăшаллă вăйӗсен ретне ăсатасси пулчӗ.

Ҫак кун районăн виçӗ каччине: Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчен Ранис Айнуллова, Аслă Чăнлă ялӗнчен Айдар Фаизова тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Николай Алексеева савӑнӑҫлӑ условире ăсатрăмăр. Çар ретне туллилентерекен каччăсене ăсатма ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх тусӗсем  килнӗччӗ. Çак мероприятие, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, Кӗçӗн Чăнлă, Аслă Чăнлă тата Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем  хутшӑнчӗç.

Реклама

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов ҫамрӑк салтаксене  службăра ăнăçусем сунчӗ.

Шӑп ирхинехи 5 сехетре призывниксем ларнă  автобус Хусан хулине çул тытрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев