Тав сăмахӗ
Халăхри пек каласан «ир пулать те каç пулать, ĕмĕр иртни çав пулать» тетпĕр. «Кам мĕн чуль пурăнассине ангелсем ача çуралсанах çырса хураççĕ», теççӗ.
Чăнах та çапла-ши? Пулма та пултарать. Вăхăт тархасласа каялла çавăрайми шăвать те шăвать, кунпа çĕр улшăнать. Июнӗн ăшă кунĕнче пирĕншĕн хаклă çыннăмăр, пӗр кӗтмен çӗртен, çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрӗ.
Çак çухату пирӗншӗн ытла та пысăк, йывăр хуйха сăмахпа каласа пама та çук. Хаклă ывăлăмăра, мăшăрăма, аттене, тетене – Вячеслав Григорьевич Айкина тирпейлесе юлашки çула ăсатма пулăшнăшăн, йывăр вăхăтра пирӗнпе пӗрле пулнă тăванăмăрсене, çывăх çыннăмăрсене, ӗçтешӗмӗрсене, Аслă Аксу вăтам шкулӗн дирекцийӗпе ӗç коллективне, кӳршӗ-аршăсене, ял-йыша, тус-юлташăмăрсене чунтан тав тунине пӗлтеретпӗр. Хуйхи-суйхи сирӗнтен пăрăнса ирттӗр. Вăхăтсăр никама та çакăн пек йывăр хуйхă ан патăрччӗ.
Айкинсен çемйисем, Аслă Аксу ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев