Тав сăмахӗ
Пӗтӗмлетсе каласан, ҫак кӗпере Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи храмӑн аслӑ уявӗ тӗлне юсаса çӗнетрӗç.
Эпир, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансем, уяв кунӗсене пӑхмасӑр, шӑпах Тутарстан Республикин Конституцйӗн кунӗнче, Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революци кунӗ умӗн, Дмитрий Салунский храмӗпе юнашар пулнă Колхозная урамӗпе Центральная урам хушшинчи çырмана çыхăнтаракан ҫуран кӗпере тӗпрен юсаса обществӑллӑ пысӑк парне туса панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр.
Пӗтӗмлетсе каласан, ҫак кӗпере Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи храмӑн аслӑ уявӗ тӗлне юсаса çӗнетрӗç.
Пурте пӗлеҫҫӗ, мӗнпур историллӗ тапхӑрсенче ҫулсемпе кӗперсем ҫынсемшӗн пурнӑҫ артерийӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак майпа Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансен, суйлавҫӑсен, Колхозная тата Центральная урамсенче пурӑнакансен, шкул ачисемпе аслă çулсенчи çынсен ятӗнчен, çак ырă ӗçе пурнăçлама пулăшнăшăн, чи малтан, пуҫарулӑхӗшӗн тата ӗçе йӗркелесе янăшăн Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхне Роберт Дружкова, пысăк финанс пулӑшӑвӗшӗн фермера Алексей Амосова (вăл арматурăна хăй туянчӗ, арматурӑна вырнаҫтарма, грузовикпа материалсем турттарма, кустӑрмаллă техникипе прицеплă шӑратса çыпăçтармалли агрегатпа усӑ курчӗ) тав тăвас килет. Ҫавӑн пекех, ял предпринимателӗ Михаил Мискин ҫак ырӑ ӗҫре вăй çитнӗ таран пулăшу пачӗ, çак ӗçе пурнăçланă чухне Алексей Амосов бензопилӑпа кӗпер ҫине кӗнӗ чух хупласа тăракан кирлӗ мар йывӑҫсемпе тӗмсене касрӗ.
Ҫуран ҫӳрекенсен кӗперӗ патӗнче кунӗпех ӗҫлӗ атмосфера хуҫаланчӗ. Кунта кивӗ кӗпере çӗрнӗ йывăç хăмасенчен тасатас тата çӗнӗ кӗперӗн арматурине трубасем çумне шӑратса çыпăçтарса вырнаçтарас тесе ӗçлерӗç. Алексей Амосовӑн ӗçченӗсем Петр Албутов, Дмитрий Афиногентов, Дмитрий Алексеев тата Дмитрий Яковлев активлăн вăй хучӗç. Алексей Амосовӑн ашшӗ, Николай Амосов та, çак ырӑ ӗҫрен пӑрӑнмарӗ. Хӑйӗн грузовикӗпе вӑл темиҫе хутчен те ӗç вырăнне кирлӗ пулнă строительство материалӗсем, инструментсем, оборудованисем кӳрсе тăчӗ. Кӗпере тӗпрен юсас ӗçе вӑхӑтра тата кирлӗ пек пурнӑҫланӑшӑн вӗсене чунтан тав тӑвас тетӗп.
Çак кӗпере юсанă çӗрте хастар хутшăннă кашнинех ветерансен совечӗн, Колхозная, Центральная тата ытти урамсенче пурӑнакансен ятӗнчен ҫирӗп сывлӑх, предпринимательсене ӗçӗсенче ӑнӑҫу тата аталану, вӗсен ҫемйисене вăрăм ӗмӗр, тӑнӑҫлӑх сунатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев