Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тав сăмахӗ

Владимир Ильин, Хулаçырми ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи

Юр кайса пӗтсен, çӗр типет, тавралăх ешерме пуçлать. Çакăн пек илемлӗ пӗр вăхăтра çын масар çине кӗреçе йăтса утать: вилтăприсене шыв çурса кайман-и, хӗрес юпи тӗрӗс-тӗкел-и? Çимӗк те çывхарать, тирпейлемелле. Тирпейлеме вара, хăш-пӗрисен тăванӗсем те юлман, е аякра хуласенче пурăнаççӗ.

Пирӗн Хулаçырми ялӗнче тăватă масар вырнаçнă. «1Май» масарӗнче кивви тата çӗнни. Çӗнни çинче шал енче веноксен, хуçăлнă хӗрессен, тӗрлӗ палăксен, чартаксен куччи купаланса тăратчӗ. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеевпа масар çине кайса пăхрăмăр та, ял халăхӗпе пӗрле тасатма шутларăмăр. Çак ырă ӗçе тăвасси хамăртан килет. Палăртнă кун ял халăхӗ масар çине пуçтарăнчӗ. Ялти Культура çурчӗн директорӗ Василий Еливанов, Петр Маняковпа Владимир Матросов хăйсен тракторӗсемпе тӗрлӗ ӗçсем пурнăçларӗç. Тимӗр-тăмăрсене пуçтаракансене парса, укçи-тенкипе материалсем илтӗмӗр. Масар çинчи пӳртӗн стенисене тулаш енчен общивать турăмăр, виçӗ кун хушшинче тирпейлесе хутăмăр. Хӗрарăмсем вара, вӗри апатпа тивӗçтерсе тăчӗç.

Каласа хăварас пулать, çак ӗçе пурнăçлама пулăшса, ялти пенсионерка Мария Шихранова пӗр пин тенкӗ укçа уйăрса пачӗ. Ырă çынсем ялта пур иккен.

Реклама

Июнӗн 4-мӗшӗнче вара, ир-ирех, Чăваш кассин çӗнӗ масарне тирпейлеме ял халăхӗ пуçтарăнчӗ. Хӗрарăмсенсен ял тăрăхӗн Ӗç тăвакан секретарӗ Надежда Петрова тата Олеся Варфоломеева хăйсен ачисемпе килнӗччӗ. Виктор Большаков та тракторпа çӳп-çапсене кайса тăкма пулăшрӗ. Олимпиада Андреева ӗçлекенсене кăнтăрлахи вӗри апатпа тивӗçтерчӗ.

Эпӗ çак ырă ӗç тăвакансене пурне те хам ятран тата ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев ятӗнчен çирӗп сывлăх, телей сунатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев