Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Тата тӑхӑр каччăмăра салтака ӑсатрӑмӑр

Каччăсем ҫӗршыва сыхлама каяҫҫӗ

Вӗсен хушшинче Дмитрий Арисов (Упи), Сергей Волков (Кивӗ Ҫӗпрел), Айдар Исхаков (Кивӗ Шемӗршел), Максим Ижегеров (Çӗнӗ Упи), Игорь Колпаков (Чăваш Ҫӗпрел), Андрей Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел), Александр Мискин (Çӗнӗ Йӗлмел), Александр Нестеров (Пăрăнтăк станцийӗ) тата Петр Романов (Чӑваш Ҫӗпрел) пурччӗ.

Çар службине каякансем, тӗнчери лару-тăрупа çыхăннă май, маска тăхăннă. Куҫӗсенчен вара, хӑюлӑх курӑнса тăрать. Автобус çине ларас умӗн пулас салтаксене Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ, запасри медицина службин капитанӗ Айрат Залялов тата Чăваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров лайăх  служить тума сунчӗҫ тата ырă сунăмсем каларӗç. Каччăсем ларнă çемçе автобус шӑпах 4 сехет те 30 минутра Ҫӗпрел районӗнчен Хусана çул тытрӗ. Умра – виҫӗ сехетлӗх ҫул, унтан вӗсем чаçсене – служба вырӑнӗсене саланӗç. Ӑнӑҫусем сире, каччăсем!

Çитес ăсату ноябрӗн 16-мӗшӗнче пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев