Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ташласа пурăнаççӗ

«Таң» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Атӑл çи тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑли-йӗркисене упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать Фольклор ансамблӗсем — çӗршыв пуянлăхӗ

Нумай ҫул хушши ансамблӗн улшӑнми ертӳҫи Лилия Мансуровна Замалетдинова пулса тӑрать.

Лилия Мансуровна кӗскен паллаштарса хăварас пулать, мӗн ачаранпах искусствӑпа интересленсе ӳснӗ хӗр вăл. Ҫавӑнпа шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Елабугӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищине çул тытать, унта хореограф специальноҫне алла илет. 1991 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Лилия Мансуровна районти Культура çуртӗнче хореограф пулса ӗҫлеме пуҫлать. 

Ҫав ҫулсенче районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчех тунӑ ансамбле Равиль Калимуллин ертсе пынӑ. Ҫак ансамбль йышӗнче Лилия Мансуровна та пӗрремӗш ӗç хăнăхӗвӗсене илет. 

— Эпӗ коллективра солист пулнӑ. Равиль Каюмович вилнӗ хыҫҫӑн мана коллектива ертсе пыма тӳрӗ килчӗ, — тет Лилия Заметдинова.

Ывӑнма пӗлмен, ҫамрӑк хореограф пуҫарнипе ансамбле искусствăна кăмăллакан ҫамрӑксемпе ачасем туртăнаççӗ. Акӑ ӗнтӗ Лилия Мансуровна 32 ҫул тăршшӗ «Таң» ансамблӗн балетмейстерӗ. Хальхи вӑхӑтра «Таң» юрӑпа ташӑ ансамблӗн йышӗнче тӑватӑ ушкӑн вӗренеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, «Телейлӗ ачалӑх» ятли — кӗҫӗн ушкăн, 7 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 27 ачана пӗрлештерет. Занятисене эрнере икӗ хут ирттереҫҫӗ, тата хушма вӗренӳсем те пулаççӗ. Шкулчченхи ушкӑна 3 ҫултан пуҫласа 4 ҫула ҫитичченхи 20 ача ҫӳрет. Вӑтам ушкӑнра ачасем 10 ҫултан пуҫласа 14 ҫула çитичченхисем. Тӑваттӑмӗшӗнче — 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫула çитичченхи 18 Çӗпрел çынни пур.

Коллективсен репертуа-рӗнче Атӑл çи тӑрӑхӗнчи халӑх ташшисем — тутар, чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ, мари, ҫавӑн пекех, эстрада, хальхи ташӑсем, сюжет композицийӗсем. Кашни ҫул Лилия Мансуровна кашни ушкӑн валли виҫӗ ҫӗнӗ ташӑ тренировки кӗртни ҫинчен те пӗлтерчӗ. 

— Ташӑ тӑвас шухӑш тӗрлӗрен килсе тухать: музыкӑна итлесе, унта ҫӗнӗ ташӑ валли пӗр-пӗр сӑнар курма пулать, идея пачах ӑнсӑртран килсе та пултарать, — тет балетмейстер.
Ансамбль ҫулсерен «Созвездие — Йолдызлык» фестивальре тата республикӑри ытти мероприятисенче хастар хутшӑнать тата малти вырӑнсене йышӑнать. 

«Шаян кызлар» ташӑ ансамблӗн вӑтам ушкӑнӗ Хусанти «Созвездие — Йолдызлык» фестивальте, «Сибирские воркутазы» халăхсен хушшинчи хореографи искусствин пӗтӗм тӗнчери конкурсӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шăнкăртан ялӗнчи Сабантуя хутшӑннă. «Телейлӗ ачалӑх» пӗчӗк ушкӑн Ульяновскри «Матрешка» ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестивалӗнче сцена çине тухса ӑнӑҫлу турӗ. Чӑваш Республикин Шупашкар хулинче «Раҫҫей çӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче хутшӑннӑшӑн фестивалӗн Дипломне, çаплах, Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсем тата архив ӗҫӗсен министрӗн К. Г. Яковлевăн Тав ҫырӑвне тивӗçнӗ. 
«Таң» ансамблӗн визит карточки «Ял ҫамрӑкӗсем» ташă пулса тăрать. 

Лилия Мансуровна коллектива костюмер, сасă операторӗ, аранжировщик, костюм хатӗрлекен пулӑшать, тет. Тӗрлӗ мероприятисем валли сцена çине тухмашкăн костюмсене грант укҫи-тенкипе илеççӗ, вӗсене ку енӗпе район ертӳçисем те пулăшма тăрăшаççӗ. 

2023 ҫулта «Таң» юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Тутарстанăн культура столици» конкурс шайӗнче муниципаллă пӗрлӗхсен культура кунӗсен концерт программинче «Эх, ташлатпӑр!» текен ташăпа сцена çине тухнă.

— Пирӗншӗн ташӑ — хамăрăн эмоцийӗмӗрсене ыттисене кăтартма, сцена ҫинче асамлӑх тума май парать, — тет Лилия Замалетдинова. 

Справка

1982 ҫулта «Таң» ташӑ коллективӗ «Халӑх» ансамблӗ текен ята та çӗнсе илнӗ. Коллектив ӑна кашни виҫӗ ҫултах ӑнӑҫлӑ ҫирӗплетсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев