Реклама
Хыпарсем
Таня Савичеван дневникĕ
Вăрçă хирӗнче пуç хунисене манмалла мар, çитӗнекен ăрăва вӗсен харсăрлăхӗ çинчен каласа памалла
Январӗн 27-мӗшӗ – пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи паллă кун – 1944 ҫулта Ленинград блокадине сирнӗ. Çак кун П.В. Дементьев музейӗнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приют воспитанникĕсем хутшӑннипе «Таня Савичеван дневникĕ» хӑюлӑх урокӗ иртрӗ.
Ачасем ҫынсене выҫăпа вилесрен пулӑшнӑ пĕртен-пĕр çул – «Пурнăç çулĕ» ҫинчен пӗлчĕҫ. Таня Савичеван ҫамрӑкӑн историйӗпе тата унӑн дневникӗпе паллашрӗҫ, унта вӑл хӑйӗн тӑванӗсем вилни ҫинчен ҫырса пынӑ. Вӑл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин символӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинград хулине хӳтĕленисен хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă. Çаплах, Упи ял тӑрӑхĕнчен 67чĕн Ленинград хулине ирĕке кӑларнӑ ҫĕрте хутшӑннӑ, тата 24шне «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланӑ, 43-шĕ каялла вӑрҫӑран таврӑнайман.
Ленинград блокадине сирнĕренпе 77 çул иртсен те, историе, унта хутшӑннисене, вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунисене манмалла мар пирӗн, ҫитӗнекен ӑрӑва паллаштарсах, вӗрентсех пымалла.
Урок вӗҫленнӗ май, ачасем хăюлăх тата тӳсĕмлĕх кăтартнă ентешсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланмалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Халӑх паттӑрлӑхӗ ачасен чӗринче яланлӑхах юласса шанатпӑр.
Февралӗн 2-мӗшӗнче Çĕнĕ Упи шкулĕнчи 6-мӗш классенче вӗренекенсемпе П.В.Дементьев музейĕнче «Сталинградри 200 кун та каҫ» паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ.
Сталинград вӑрҫи – 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пысăк çапăçăвӗсенчен пӗри. Ачасем Сталинград хӳтĕлевпе штурм мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен, Мамаев курганӗшӗн ҫапӑҫусем, Павлов ҫуртне паттӑрла хӳтӗлени ҫинчен пӗлчӗҫ.
Сталинград патӗнчи çапăçăва Упи ял тӑрӑхӗнчен 41 ентеш хутшӑннӑ, 19 фронтовика «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ, вӗсенчен 22-шне ҫуралса ӳснӗ тӑван ене, шел пулин те, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнма пӳрмен, хӑшӗсем вилнӗ, теприсем хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Урок «Сталинград патӗнчи ҫапӑҫу» документлӑ фильмпа тата хӑтлавпа ылмашӑнса пычĕ. Юлашкинчен викторина иртрӗ, унта вӗренекенсем ыйтусем çине хуравласа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç, ҫирӗплетрӗç тата пӗтӗмлетрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев