Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сыхласа хăварсан тăнăçлăха, çӗр çинче малашлăх çутă пулӗ

Аслă Çӗнтерӗве кӗтсе илнӗ май, унăн 78 çуллăхне халалласа районта уяв мероприятийӗсем иртеççӗ Николай Ларионов-Йӗлмел, Çӗпрел районӗ

Нина Семеновна Казакова (Шурбина) – паян Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çулпа чи аслă çын. Кăçал вăл 93 çул тултарать. Эпир унпа тӗл пулса ӗлӗкхисене аса илтӗмӗр.

– Эпӗ 1930 çулхи августăн 4-мӗшӗнче çак ялтах çуралнă. Атте – Семен Николаевич Шурбин 1909 çулхи, анне – Кристина Прокофьевна 1908 çулта çуралнă, вăл Çӗнӗ Улхаш ялӗнчен качча килнӗ. Атте Суворов ячӗллӗ колхозра аслӗ конюх пулнă, каярах колхоз кӗлетӗнче тырă парса тăратчӗ. Пӗррехинче ял куштанӗсем ун кӗлет урайне шăтарса тырă юхтарнă, вăрланă. Вара çавсемех пулӗ ӗнтӗ аттене тырӗ вăрланă, тесе элек панă, тӗрмене  янă. Чăнах  та, унта вăл нумаях лараймарӗ, ăна кассаци панă хыççăн кăларчӗç. Анне ăна Хусана кайса илсе килчӗ. Салтака кайсан та пӗтӗм срокне пӗтерсе килеймен вăл, чире пула вăхăтсăр каялла янă.

Эпир сакăр пăртăван, эпӗ  – чи асли, ман хыççăн Витали, Миттюк, Елиспа Валя (вӗсем иккӗшӗ те ачаллах вилнӗ), Петя, Вера, Володя. Сывви вара эп пӗччен çеç юлтăм. Шкулта 7 класс пӗтертӗм, пире унта Агафия Денисовна Рафикова, Мария Васильевна Егорова, Анисия Петровна Егорова вӗрентнине астăватăп. Ыттисене маннă ӗнтӗ, –  тесе ачалăхне аса илет Нина акка.

Нина шкул хыççăн амăшӗпе пӗрле колхоз ӗçне кӳлӗнет, хирте тырă пуçтарать, çум çумлать, кӗлте çыхать, вӗсене тăпачăпа çапать. Вăрçă вăхăтӗнче ялта ӗçлекен çын юлманнипе тырă, мăкăнь кӗлтисем хире юр айнех юлнине калать вăл. Ним тума çуккипе хӗрарăмсене тата ачасене каçпа та хире илсе кайнă ун чух.

 1949 çул вӗçӗнче вара ялти тăватă хӗре  – Нина Шурбина, Клавдия Чамина, Вера Ермолаева, Мария Никифорова – вербовкăпа Баку хулине ӗçлеме илсе каяççӗ. Вӗсем 1950 çула Хусанта çул çинче кӗтсе илеççӗ.

– Укçа çукчӗ вӗт ун чух, тумланмалли те çук. Пӗр метр пусма тавар 30 тенкӗ тăратчӗ. Çавăнпа эпир Азербайджанах çитсе лекрӗмӗр, кăштах укçа тăвас тенӗ ӗнтӗ. Унта Каспи тинӗсӗ хӗрринче чуллă ӗçре куллен пуç çӗклеми кӗреçепе тата кирккапа такка-такка канав чаваттăмăр. Каярах пире Верапа иксӗмӗре хăйăр чавнă çӗре илсе кайрӗç. Баракра пурăнаттăмăр, вӗсене çумлăн-çумлăн лартса тухнăччӗ. Пысăк шыв хӗрринче пурăнсан та ӗçмелли шыв çукчӗ унта, ăна автомашинăпа кӳрсе пысăк бака ярса хăваратчӗç. Ун чух пирӗн ял ачисем çак хулара улттăн çар службинче тăратчӗç, пирӗн пата Иван Казаков, Петр Утеев, Петр Алякин, Чернов (ятне маннă) пыра-пыра каятчӗç. 1951 çулхи Крещенкере вара эпир яла таврăнтăмăр, ун чух ял çамрăксем Хӗр сӗри ларатчӗç, – тет Нина Семеновна.

Тăван яла таврăнсан Нина каллех колхозра вăй хурать. Вăл каласа панă тăрăх, ун чухне хирте хăй тăллăн çӳремен АМКО комбайн пулнă. Ун жаткине çакăнта лашапа турттарса килнӗ кӗлтесене ярса тăнă, хыçалтан вара улăмне тараса виçепе виçсе тăнă. Ăна пăяв çине хурса çыхнă, унтан  улăм ури çине туртса хăпарнă, улăмне улăм ури тăррине тикӗслесе-майласа хунă, урапа таптанă.

– Анне йӗтем çине те çӳретчӗ, унта заведующийӗ Емелен Миккулӗччӗ. Хирсене лашапа сухалатчӗç, хӗрарăмсенчен çак ӗçе Анисия Мердюкова (Кириле Якур Аниççи тетчӗç ăна ялта)  пурнăçланине астăватăп. Эпир вара аннесемпе сухаланмасăр юлнă йăртăксене хыçалтан кӗреçепе чавса пыраттăмăр. Суворов колхозӗнчен çӗнӗ колхоза çырма урлă тачкăпа (урапапа) кӗлтесем те сӗтӗртӗмӗр ӗнтӗ,  ӗлесе çитерейми ӗçчӗ ун чухне. Ах тур нушаллă пурăнтăмăр та .., – тет  ӗç ветеранӗ.

Нина Семеновна 1951 çулхи кӗркунне Дмитрий Яковлевич Казаковпа пӗрлешет, çӗнӗ çемье çуралать. Вӗсем  пилӗк хӗр çуратнă: Людмила, Валентина, Вера, Луиза тата Елена. Кӗçӗнни Елена 1965 çулхи, вăл ялта хăйӗн çемйипе пурăнать, ыттисем тӗрлӗ ял-хулана сапаланса пӗтнӗ.

– Кӗçӗн хӗрача 9 уйăхра чухнех мăшăрăм çӗре кӗчӗ. Ачасене пӗчченех ӳстерсе, çын çине кăларма тиврӗ. Атте 1972 çулта вилчӗ. Вăл пӗр эрне чирлесе выртрӗ. Ун чух çапла каларӗ: «Тăхлачă малтан вилет, унтан эпӗ». Чăнах та, çапла пулчӗ, ани вилсен атте тепӗр кунах ӗмӗрлӗхе куçне хупрӗ. Анне вара нумай пурăнчӗ. 2007 çулта чӗри тапма чарăнчӗ. Юлашки 27 çулне ман патăмра пурăнчӗ вăл, эп пăхрăм. Паян хам кил хушшинче майӗпен çӳретӗп-ха, чăхăсем усратăп. Хӗрсем килкелесе каяççӗ, кӳршӗсем яланах кӗрсе тухаççӗ. Нумай пурăнсан тем те курма пулать иккен – икӗ мăнук çӗре кӗнине те тӳсме тӳр килчӗ. Вӗсем çав тери чӗрене татса хăварчӗç, – тет кулянса Нина Семеновна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев