Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шывра ишрӗç

Ӑмӑртура Тутарстанри Пӑва, Кайпăç районӗсенчен, ҫавӑн пекех, кӳршӗллӗ Чӑваш Республикинчен çамрӑк ишевҫисем хутшӑнчӗç.

«Акчарлак» бассейнра  шывра ишес енӗпе ӑмӑртусем иртрӗҫ. Спорт мероприятине Раҫҫей Федерацийӗн Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Унта 100 ытла ишевçӗ вăй виçрӗ. Пӗтӗмпе 26 комплект медаль вылянтарчӗç.

2012 ҫулхи тата унранта ҫамрӑкрах хӗрачасемпе арçын ачасем хушшинче ишевӗн тӗрлӗ тӗсӗсемпе дистанцисенче чи хастаррисене тата вӑйлисене палӑртрӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе грамотӑсем пачӗҫ.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх та пӗтӗмӗшле команда енӗпе те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗç. Районсен хушшинчи шывра ишес енӗпе ӑмӑрту Кубокне 3 вырӑншӑн – Пӑва команди, 2 вырӑншӑн – Чӑваш Республикин ишевҫисем çӗнсе илчӗç. 1 вырӑна хуҫасем – Ҫӗпрел районӗн команди тухрӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ҫамрӑксен тата спорт пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов спортсменсене ҫӗнтерӳпе саламларӗ, ӑмӑртусене хутшӑннӑшӑн тав турӗ,  малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.

Çак кун спортсменсем шывра ишес енӗпе ГТО нормативӗсене пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев