Шывра ишмелли ăмăртусем
Мероприятисем «Тутарстанра хӗл» анлă проектăн пӗр пайӗ пулнă «Курше Фест» республика фестивалӗ, спортпа сывлӑх декадин шайӗнче иртрӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, мероприятисене январӗн 4-мӗшӗнче «Акчарлак» ишмелли бассейнра старт пачӗç. Кăçал та унта 100е яхăн спортсмен-ишевҫӗ хутшăнчӗ. Мероприяти шывра ишес енӗпе федерацийӗн ертӳҫи – «Данадис» обществăн директорӗ Ильнур Исхаков спонсор пулӑшӑвӗ панипе иртрӗ.
Ӑмӑртӑва спорт шкулӗсене çӳрекенсем, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех, хӑйсен ӳсӗм категорийӗнчи каччăсемпе хӗрсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ, кашни ушкӑн шывра ишес енӗпе тӗрлӗ дистанцире тупӑшрӗ. Мӗнпур çӗнтерекенсене тата призерсене Хисеп грамотисем, медальсем пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев