Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Шывӑн турачӗ ҫук

Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланнӑранпа Тутарстанра 24 ҫын путса вилнӗ.

Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, шывра путса вилнисен 80 проценчӗ ӳсӗрле, ҫавӑн пекех оборудованилемен тата юраман вырӑнсенче шыва кӗнӗрен пулса тухать.

Июлӗн 15-мӗшӗнче Алешкин-Саплӑк ял тăрăхӗн пуҫлӑхне ял ҫумӗнчи «Туслӑх» кӳллинче арҫын шыва кӗни çинчен васкавлăн телефонпа шăнкăравлаççӗ. Ăна пӑшӑрханса ӳкнӗ ҫак ялта пурӑнакан Галина Пляшева пӗлтерет.

Пётр Николаевич Артемьев каланӑ вырӑна ҫийӗнчех тухса каять. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ килсе çитнӗ вăхăтра арҫын шывра путма тытӑннӑ пулнӑ ӗнтӗ. Инкеке асӑрханӑ ял пуҫлӑхӗ арҫын патне ҫийӗнчех ишсе пырать те, ӑна тарӑн ҫӗртен туртса кӑларать. Юраман ҫӗрте «чӑмпӑлтатакана» ҫыран хӗрне васкаса тӗксе кӑларать. Чрезвычайлӑ лару-тӑру служби те тӳрех килсе ҫитет. Арҫынпа калаҫу ирттереççӗ. 

«Юрать-ха, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленчӗ. Вӑхӑтра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ Галина Тихоновнӑна чӗререн тав тӑватӑп. Кашни ҫул ҫак кӳлӗре ӳсӗр пуҫпа шыва кӗрекен арҫынсене ҫӑлма тивет. Ҫырма тата шыв хӗррисенче, ҫав шутра кунта та „Купание запрещено!“ текен таблицӑсем вырнаçтарнă. Шӑрӑх ҫанталӑк ҫынсене ҫаплах шыв хӗрне илӗртет. Асӑрхаттару хӑми те, инкек те ҫынсене тытса чараймасть», — тет Пётр Артемьев.

Асӑрхаттаратпӑр! Юраман ҫӗрте шыва кӗрекенсене штраф пама палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев