Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сывлӑх патне – 10 пин утӑм

Районти аслă çуклсенчисемпе ҫамрӑксем Пӗтӗм Раҫҫейри «Сывлӑх патне – 10 пин утӑм» акцие хутшăнчӗç.


Акци пӗтӗм Тӗнчери сывлӑх кунӗ шайӗнче иртрӗ.  Вӑл ҫулсеренех апрелӗн 7-мӗшӗнче иртет тата ăна Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмӗпе районти ҫамрӑксен ӗçӗсем тата спорт, туризм пайӗ йӗркелет.

Активлӑ пенсионерсем, хӑйсен ертӳçи Азизова ертсе пынипе, ҫавӑн пекех шкул ачисем «Ҫӗпрел» паркӗнчен Центральная, Сайфихан Нафиев урамӗсем тӑрӑх иртрӗҫ тата каллех парк патне çуран утса çитрӗç.

– Уçă сывлăшра çӳрени кăмăла çӗклентерет, организма тонусра тытма пулăшать, çавăнпа та кунсерен темиçе çухрăм çуран çӳреме тăрăшмалла. Районта парксем те çителӗклӗ, каçхине те тухма пулать, – терӗ Руслан Вильданов мероприятире хутшăнакансене сывлăх сунса.

Нурлежиган Айметдинова, пенсионер:

– Эпӗ ҫуран ҫӳреме юрататӑп. Ӗлӗк те ӗҫе яланах ҫуран ҫӳреттӗмччӗ.  Пирӗн вӑхӑтра автомобиль ӗçе çӳремелли хатӗрп  мар, чаплӑ япала пулнӑ. Сывлӑха çамрăкранах упрас пулать.  Кунсерен тренировка залӗсене кăна çӳремелле темен, ӗҫе  кайни тата ӗҫрен ҫуран таврăнни те лайӑх зарядка пулса тӑрать.

«Эпир çӗкленӳллӗ тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм илтӗмӗр», – терӗç мероприятие хутшӑнакансем те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев