Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Сывлăхлă пулас тесен, спортпа туслаш!

Районта Пӗтӗм Раҫҫейри Физкультурник кунне халалланӑ спорт мероприятийӗсем, Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «Ӗҫпе оборонăна хатӗр» фестивалӗ иртрӗҫ

 «Ҫӗпрел» паркӗнче районта кайранхи эрне хушшинче иртнӗ спорт мероприятийӗсене пӗтӗмлетрӗç. Çак мероприятире районăн чи лайӑх спортсменӗсем, спорт юхӑмӗн ветеранӗсем, тренерӗсем, физкультура вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров физкультурӑпа спорт уявӗнче мӗнпур спортсменсене, спорта юратакансене саламларӗ, ветерансене, педагогсемпе тренерсене районти спорт пурнӑҫне тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелессишӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ, малашне те ăнăçусем тума сунчӗ.

Унтан район пуҫлӑхӗ Валерий Юманова (Аслă Аксу вăтам шкулӗ), Петр Рафикова (Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗ) «Тутарстан Республикин физкультурӑпа спорт отличникӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăсем, физкультура учителӗсен пӗр шкӑнне, спорт енӗпе специалистсене ТР спорт министрӗн Тав ҫырӑвӗсене, район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисене пачӗ. Ҫавӑн пекех, мероприятире районти баскетбол, бадминтон, сӗтел ҫи теннисӗ, футбол, хоккей, картинг федерацийӗсен районти филиалӗсен ертӳҫисене те район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗç.

Район пуҫлӑхӗн Кубокне çӗнсе илессишӗн волейбол турнирӗ организацисем юратса йышăннă спорт тӗсӗсенчен пӗри пулчӗ. Унта кӑҫал хӗрарӑмсен командисем те хутшӑнчӗҫ.

Арҫынсен командисем хушшинче I вырӑна культурӑпа социаллӑ хӳтлӗх пайӗн команди çӗнсе илчӗ, мусульман ҫамрӑкӗсен команди – II, спорт шкулӗн команди III вырӑнсене çӗнсе илчӗç.

Хӗрарӑмсен командисем хушшинче III вырӑна «Радуга» пенсионерсен команди йышӑнчӗ, II вырӑна – администраци команди, культура уйрăмӗн команди I вырӑна çӗнсе илчӗ тата Кубока та вӗсене пачӗҫ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов  пӗр ушкăн физкультура вӗрентекенӗсене тата спорт сферинче ӗҫлекенсене Ӗç тăвакан комитетăн, «Ӗҫе тата оборонăна хатӗр»  регионти обществăлла организацийӗн Тав çырăвӗсене, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов баскетбол, бадминтон, сӗтел çи теннисӗ, мини-футбол енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ организацисемпе спортсменсене Хисеп грамотисем, медальсем тата Кубоксем пачӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах, ГТО ылтӑн паллисене те илекенсем пулчӗç. Районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов ТР спорт министерствин ГТО физкультура комплексне 90 ҫул пулнă ятпа медальпе парнеленчӗ.

Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спортпа туризмӑн пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов та районти физкультурӑпа спорт пурнăçӗнче хастар хутшӑнакансене чысларӗ.

Спорт юратакансене хисеплесе сцена ҫинчен концерт номерӗсем кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев